17:02 11 мая 2023 г.
Аннесĕр ҫут хĕвеллĕ кун та тĕксĕм, кичем пулĕччĕ.
Тăватă ывăлĕпе хĕрĕшĕн ҫут хĕвел вырĕнче пулнă Екатерина Карповна.
5 ачи те ӳссе ҫитĕннĕ, ҫемье ҫавăрнă, анчах шел: 2 ывăлĕ пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Ҫав-ҫавах паян та кашниншĕн пĕр пекех пăшăрханать амăшĕн канăҫсăр чĕри: чĕррисемшĕн те, пурнăҫран уйрăлса кайнисемшĕн те. Урăхла пулма пултараймасть. Ҫавăн пек вăл Аннен пысăк чĕри: ҫĕр ҫинче пурăннă чух эсĕ ялан ачусемшĕн ҫунан, эс йăлтах ăнланан, эс пире каҫаран.
Екатерина Карповна 10.05.1933 ҫулта Хурамалăх ялĕнче ҫуралса ӳснĕ. Ҫемьере 5 ача пулнă, Катя- чи кĕҫĕнни. Ҫамье ҫирĕп те тĕреклĕ пулнă. 3 ĕне те 3 лаша, кил-ҫурчĕсем ҫĕнĕ те хăтлă пулнă. Хăй вăхăтĕнче ҫак ҫемьене кулак ҫемьи тесе раскулачить тунă. Лашисене те ĕнисене те туртса илнĕ, килĕ-ҫурчĕнчен канцеляри тата шкул туса хунă. Хăйсене хура пĕчĕк пӳрте куҫарнă.
Ҫемье пысăк, пӳрчĕ хĕсĕк, пĕтĕм тĕтĕмĕ пӳрте тухать. Ҫавăн пек йывăр условире 2 ачи тĕтĕмпе наркăмăшланса вилнĕ.
Вăрҫă кунĕсенче ăна ҫитĕнсе усме ҫăмăлах пулман, 7 ҫулта пулсан та колхоза ĕҫлеме ҫӳренĕ, ҫав вăхăтрах шкулне те вĕренмелле пулнă. Ҫамрăк хĕр 16 ҫул тултарсанах вербовкăпа Свердловск облаҫне торф кăларма, унтан килсен Ленинград облаҫне вăрман касма, ҫул тунă ҫĕрте Москавра ĕҫленĕ. Мĕн тери йывăр килнĕ ҫамрăк хĕре!
Урана тăхăнмалли те пулман, ҫăпатине те тунă, пирне те хăех тĕртнĕ. Келеткипе пĕчĕк пулин те ҫынсемпе танах йывăр ĕҫе кӳленнĕ.
Яла таврăнсан колхозра, Етĕрне сысна ферминче, кирпĕч заводĕнче ĕҫленĕ. Упăшкипе хĕлле парусем пăхнă, вăрман каснă ҫĕрте, ҫулла уй-хирте ĕҫленĕ. Машăрĕпе Сторожев Илья Петровичпа 5 ача ҫитĕнтернĕ, 4 ывăлĕ салтака кайма тивĕҫ пулнă. Икĕ ывăлĕ стройкăра ĕҫлеҫҫĕ, пĕр хĕрĕ- врач пулса ĕҫлет.
Турхла ялне килнĕренпе 3 пӳрт лартнă, 2-шне мăшăрĕпе, 3-мĕшне строитель-ывăлĕсем. Халĕ Екатерина Карповна ҫĕнĕ те капмар кил-ҫуртра пурăнать.
«Нумай кутамка йăтрăм ҫуртсем тума, ачасене ура ҫине тăратма. Нумай хура-шур курнă, нумай чăтнă»,- куҫҫуль витĕр аса илет Екатерина Карповна иртнĕ пурнăҫне. Вăл – ĕҫ ветеранĕ.
Екатерина Карповна, сире вăрăм кун-ҫул, ҫирĕп сывлăх, телейлĕ ватлăх сунатпăр.
КУКШУМСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ ЯДРИНСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА