Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем» ятпа краеведени сехечĕ шкулта иртрĕ

14:52 28 апреля 2023 г.

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне паллă тăваççĕ. Символсем шутне герб, ялав тата гимн кĕреççĕ. Чăваш Патшалăх символĕсене 1992-мĕш çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышаннă, 2004-мĕш çултан вара çак куна палăртма пуçланă. Символсем патшалăх суверинитетне палăртаççĕ, вĕсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ.

Çак куна халалласа Катькас ял библиотекин ертÿçи Анжелика Угарова Калайкасси шкулĕн 4-мĕш класра вĕренекенсемпе «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем» ятпа краеведени  сехетне ирттерчĕ. Анжелика Васильевна ачасене Чăваш Республикин хальхи вăхăтри Патшалăх символĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ.Ялавпа герб çинчи паллăсем тата вĕсен тĕсĕсем – сарăпа йăмăх хĕрлĕ – мĕне пĕлтернине ăнлантарса пачĕ. Гербпа ялав авторĕ Элли Михайлович Юрьев, гимн авторĕсем Илле Семенович Тукташпа Герман Степанович Лебедев пулнине те палăртса хăварчĕ. Çавăн пекех Чăваш автономийĕ пулнă вăхатра ялавпа герб еплерех пулнине те Анжелика Васильевна ачасене кăтартрĕ. Юлашкинчен мĕн курни-пĕлнине çирĕплетме «Чăваш Енĕн Патшалăх символĕсем» ятпа викторина та пулчĕ. Ачасем тĕрĕс хуравсем пани савăнтарчĕ. Краеведени сехечĕ кĕçĕн класра вĕренекенсемшĕн усăллă иртрĕ.

 

 

 

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика