13:49 16 января 2023 г.
СУРХУРИ - чӑвашсен ӗлӗкрен пыракан уявӗ. Ӑна хӗлле кунпа ҫӗр танлашнӑ хыҫҫӑн паллӑ тунӑ, халӗ те паллӑ тӑваҫҫӗ. Сурхури уявӗ эрнене тӑсӑлать, хатӗрлӗнесси те малтанах пуҫланать — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗсенче юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, юмӑҫ яраҫҫӗ, картана кӗрсе сурӑх ури тытаҫҫӗ... Сурхури уявӗ хыҫҫӑн ҫветке пуҫланать.
Чихина С.Ф.шкулта вӗренекен ачасемпе Сурхури уявне йĕркелерĕ: ушкӑнпа вылярӗҫ, тӗрлӗрен юмӑҫ ячӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ. «Аваллӑха пӗлмесӗр малашлӑх ҫук,» - тенӗ ваттисем.
село Алманчиково Батыревского муниципального округа