18:49 18 декабря 2022 г.
Раштавăн 18-мĕшĕнче Вăрман Енĕш ялĕнче пурăнакан Осипова Мария Яковлевна 90 çул тултарчĕ.
Красноармейски тăрăхĕнчи Мамçа ялĕнче çуралса ӳснĕ вăл. Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Вăрман Енĕшри фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме тытăннă. Ачаранах тăрăшуллă ӳснĕскер, мĕн пур чунĕпе ĕçе парăннă. Вăй-халне те, вăхăтне те шеллемен. Эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ теççĕ. Мария Яковлевнăна тӳреммĕнех пырса тивет ку. Ырă сĕнӳ-канашпа, тимлĕхпе, ăнланупа, сăпайлăхĕпе шанчăк панă, хавхалану кӳнĕ вăл чирлисене. Кашнинех пулăшма васканă мал ĕмĕтлĕ те пултаруллă хĕрарăм. 30 çул ытла тăрăшнă Мария Яковлевна сывлăх хуралĕнче. Уçă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе чыс-хисепе тивĕçнĕ вăл. Таврара ăна пурте пĕлеççĕ, сума сăваççĕ. «Хисеп Палли» орден та ĕç ветеранĕн хастарлăхне çирĕплетет.
5 ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем мăшăрĕпе, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем тăван киле манмаççĕ, юратнă амăшне нихăçан та пĕччен хăвармаççĕ.
Сумлă юбилейпа Мария Яковлевнăна тус-тăванĕсем, культура ĕçченĕсем ăшшăн саламларĕç. «Енĕшсем» фольклор ушкăнне çӳрекенсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.
Хисеплĕ Мария Яковлевна! Чун-чĕререн тав тăватпăр сире. Ватлăхра мăнуксемпе ачасен, çывăх çынсен тимлĕхĕпе юратăвне туйса пурăнма çирĕп сывлăх, вăй-хăват сунатпăр.
Ямашевский территориальный отдел