Кировский территориальный отдел Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 90 çулхи юбиляра саламларĕç

11:23 14 декабря 2022 г.

Çак кунсенче Йĕпреç районĕнчи Эконом поселокĕнче пурăнакан Антонина Михайловна Николаева хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Антуни аппа 1932 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Çĕн Мĕлĕш ялĕнче Михаил Трофимовичпа Ксения Асоновна Трофимовсен çемйинче кун çути курнă. 1933 çулта вĕсен çемйи Йĕпреç районĕнче çĕнĕрен йĕркеленнĕ поселока – Бурсака куçса килнĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан икĕ эрнеренех ашшĕне повестка панă, амăшĕ 5  пĕчĕк ачапа юлнă, кĕçĕнни 2 эрнере çеç пулнă. Çемье пуçĕ 1943 çулта Курск пĕкки патĕнче çапăçса пуçне хунă.

1955 çулта Антонина Михайловна Эконом каччипе Михаил Николаевич Николаевпа çемье çавăрнă. Николаевсем 9 ача – 7 ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстернĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсен шучĕ те нумай.   Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен, пултаруллă. Шел, Антуни аппан мăшăрĕ 85 çулта чух пурнăçран уйрăлнă. Ачисемпе мăнукĕсем пăрахмаççĕ, килсех çÿреççĕ, пулăшаççĕ пĕччен пурăнакан ватă çынна. Ялта та виçĕ ывăлĕ çемйипе пурăнать.

Антонина Михайловна – вăрçă ачи, ĕç ветеранĕ, нумай ача çуратса ÿстернĕшĕн 2 орден илме тивĕç пулнă. Ĕмĕрĕпе колхозра ĕçленĕ вăл, Бурсакпа Эконом фермисенче вара 25 çул хушши вăй хунă.

Антуни аппана 90 тултарнă тесе калама та май çук.  Пурнăçра хура-шурне чылай курнă пулсан та халь те çирĕп-ха вăл, пĕрре те ĕçсĕр лармасть. 18 чăхпа 1 автан усрать, кушакки валли ятарласа апат пĕçерет, çулла пахчара ĕçлет. Куçлăхсăрах вулама пултарать, йĕп тирет, çĕтĕк-çапăк саплать. Телевизор пăхать, радио итлет. Хаçат вуламасть, ытла вĕтĕ саспаллисемпе çырнă тет. Сăра вĕретме юратать, халĕ те хăйне саламлама килекен хăнасем валли кăпăклă сăра хатĕрлесе хунă Антуни аппа.

Çак кунсенче Киров ял поселенийĕн пуçлăхĕ Евгений Ерилеев, аслă специалист-эксперт Альбина Петрова тата ветерансен канашĕн ертÿçи Анфиса Иванова хисеплĕ юбиляр патĕнче пулчĕç, Йĕпреç район пуçлăхĕн салам открыткине вуласа пачĕç, чечек çыххипе пĕчĕк парне парса саламларĕç.

                                                                                                             А.Иванова.

Кировский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика