Карачевский территориальный отдел Козловского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анне пурри-телей

14:20 30 ноября 2022 г.

  Анне… Мĕн тери хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç, çывăх та таса сăмах вăл «анне»! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама сивĕ çурçĕрте-и, тÿсейми шăрăх кăнтăрта-и, вĕçĕ хĕррисĕр пуш хирте-и – пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн кăкăрĕ еннелле кăпăшка аллисемпе туртăнаççĕ. Чӱк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Раççейре Анне кунне уявлаççĕ.

Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Карачри  культура çуртĕнче аннесен кунне паллă турăмăр. Паян çак куна паллă туса эпир хамăрăн аннесене чун-чĕререн юратнине, вĕсене хисепленине, яланах пулăшма хатĕррине кăтартрăмăр. «Радость» ансамбль  юрă саламĕсемпе саламларӗ, ачасем  пухăннисене ал ӗç кружокӗнче тунă «пирӗштисене» парнелерӗç. Чи хаклă, чи çывăх, чи юратнă, чи ырă, чи сăваплă, чи таса, чи кирлĕ, чи йăваш çын анне. Анне-пирĕн пурнăç тыткăчи, пирĕн кашни куна телей кÿрекен пирĕшти. Хаклă аннесене Карач ял тăрăхӗн  пуçлăхӗ Е.Г.Плотникова , хӗр арăмсен канашӗн ертӱçи А.С.Семенова саламларӗç. Чи пӗлтерӗшли уявра святой Николай   чиркӗвӗн настоятелӗ Николай  аттепе тӗл пулни пулчӗ. Вăл йывăр вăхăтра хамăра мӗнле тытмалли çинчен, пӗр-пӗринпе сапăр пулмалли çинчен каласа кăтартрӗ. Ҫак тӗл пулу пуриншӗн те çав тери усăллă иртрӗ. Уяв техӗмлӗ чей ӗçнипе вӗçленчӗ. Сывлăхлă, телейлĕ пулăр, аннемĕрсем!

Карачевское сельское поселение Козловского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике     Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика