Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Юхăм» фольклор ушкăн - «Асамат эрешĕсем» концерт-фестиваль çĕнтерÿçи

11:06 23 ноября 2022 г.

    Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче Светлана Асамат ячĕллĕ «Асамат эрешĕсем» регионсенчи концерт-фестиваль иртрĕ. Фестивале Светлана Асамат çуралнăранпа 70-çул çитнине халалланă.Светлана Асамат - Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ульяновск облаçĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ, Раççей Писательсен союзĕн, Чăваш Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш халăх поэчĕ, кĕскен каласан -  чăваш халăхĕ лайăх пĕлекен сăвăç, юрăç, композитор.

   Фестивале хĕрĕхе яхăн фольклор ушкăнĕ хутшăннă, вĕсем конкурса видеомаериалсем ярса панă. Вĕсенчен çурри 3-мĕш тура хутшăнма йыхрав илнĕ. Вĕсен хушшинче Пучинке культура çурчĕ çумĕнчи «Юхăм» ушкăн тата Пучинке шкулĕн 10 класс вĕренекенĕ Виктория Захарова. Пучинкесем фестиваль çĕнтерÿçисен «Гран-при» кубока тата ІІІ степеньлĕ диплома çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсене чĕререн саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика