Эта версия сайта устарела.                       
Перейти на новый сайт.

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравляем Лаврентьева Антона и Ильичеву Варвару, учащихся МБОУ "СОШ №8", с призовым местом в республиканском конкурсе

10:48 13 октября 2022 г.

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрне республикăн 12 районĕнчен тата Çĕнĕ Шупашкар хулинчен пурĕ 15 ĕç килчĕ.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне иккĕмĕш çул ирттерет.

Конкурс тĕллевĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси пулчĕ. Кунсăр пуçне министерство ачасем хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарас тĕллев те лартрĕ.

Конкурса ярса панă кăçалхи ĕçсен тематики анлă пулчĕ: пĕрисем Шупашкара килме чĕнчĕç, теприсем тăван районăн паллă вырăнĕсемпе паллаштарчĕç, виççĕмĕшсем тăван тăрăхпа паллаштаракан музей пуянлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç, тăваттăмĕшсем ялти е ял çывăхĕнчи тĕрлĕ палăксене килсе курма йыхравларĕç т.ыт.те. Роликсенче ÿкерĕннĕ ачасем чăвашла таса калаçни, хавхалануллă каласа кăтартма пĕлни, паллă вырăнсене хăйсем кайса курса фото е видео ÿкерни, паллă çынсенчен чăн-чăн журналистсем пек интервью илме пултарни савăнтарчĕ.

Жюри çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртрĕ:

Конкурса хутшăнаканăн хушамачĕ, ячĕ

Вĕренÿ организацийĕн ячĕ

Пĕтĕмлетÿ

Иванова Ульяна, Филиппова Карина

Елчĕк шкулĕ

1-мĕш вырăн

Иванов Никита

Шупашкар районĕн Апаш шкулĕ

1-мĕш вырăн

Лаврентьев Антон, Ильичева Варвара

Çĕнĕ Шупашкар хулин 8-мĕш шкулĕ

2-мĕш вырăн

Васильев Дмитрий, Васильева Ксения

Тăвай районĕн Тăрмăш шкулĕ

2-мĕш вырăн

Котмакова Василиса, Андрюшкина Виктория

Улатăр районĕн Суйкăн шкулĕ

3-мĕш вырăн

Никифорова Евгения

Хĕрлĕ Чутай районĕн Мăн Этмен шкулĕ

"Чăваш чĕлхи управçи" номинаци çĕнтерÿçи

 

 

Первоисточник: БУ ЧР ДПО «Чувашский республиканский институт образования» Минобразования Чувашии

Муниципальное бюджетное учреждение "Центр мониторинга образования и психолого-педагогического сопровождения города Новочебоксарска Чувашской Республики"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика