21:13 23 февраля 2022 г.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче Вăрман Енĕш ялĕнче Алексеев Алексей Петрович воин-интернационалиста халалласа Астăвăм кунĕ иртрĕ. «Афганистан –асăну, чун ыратăвĕ» презентаципе пуçланчĕ вăл. Хастар салтакăн шăллĕ Алексеев Ю.П. паттăрăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Çутă ĕмĕтсемпе хавхаланса пурăннă яш каччă: тăрăшса вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă, яланах малалла ăнтăлнă, анчах та хаяр вăрçă унăн пурнăçне вăхăтсăр татнă. «Афганистан пирĕн чĕресенче хурлăхпа çухату йĕрĕ хăварчĕ. Тăнăçлăх, килĕшÿ хуçалантăрччĕ çĕр çинче. Яланах пултăр мир», - терĕ 1979-1981-мĕш çулсенче Афганистанта çар тивĕçне пурнăçланă Зиновьев Н.Г. çав хăрушă вăрçа аса илнĕ май.
Палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç пухăннисем. Ун хыççăн харăссăн йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Кĕçех çĕнтерÿçĕсем те палăрчĕç. Çамрăксем хушшинче Анатолий Иванова çитекенни пулмарĕ. Ямаш каччи пуринчен те хастаррине çирĕплетрĕ. Иван Алексеев финиша 2-мĕш çитрĕ. Акă хĕрарăмсем те курăнса кайрĕç. Ытти çулсенчи пекех, Лидия Алексеева ăнăçăва алран вĕçертмерĕ, паян та 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Арçынсенчен чи маттурри Андрей Алексеев (мухтавлă ентешĕмĕрĕн шăллĕ) пулчĕ. Никам та парнесĕр юлмарĕ. Захаровсем çемйипех ăмăртăва хутшăнчĕç, пĕчĕк Рома çĕнтерĕвĕшĕн чунтанах савăнчĕç.
Ветеран салтаксене Канаш районĕнчи «Пограничное братство» ертÿçи Г.П. Николаев саламларĕ, Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Ямашевский территориальный отдел