Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асанкасси ял вулавăшӗнче Петӗр Хусанкай поэта халалланă литература тěпелě иртрӗ

15:44 21 января 2022 г.

                                         «Шанатăп хамăн çăлтăра,

                                             Шалти çутта кăна шанатăп.

                                            Ахалěн мар вăл ялтăрать

                                           Ҫěрле те, ир те, кăнтăрла та…»

                                                                                              (П.Хусанкай)

Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх сăвăçи Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 2022 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче çĕр вун пилĕк çул çитет. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне халалласа,унăн сăввисемпе тата творчествипе тĕплĕнрех вулакансене паллаштарас тесе Асанкасси ял библиотекинче «Чăваш поэзийӗн ҫутă ҫăлтăрӗ» ятпа литература тӗпелӗ иртрӗ. Петĕр Хусанкай Чăваш енпе Раççейшĕн нумай ĕç туса хăварнă сумлă сăвăç, общество деятелĕ. Анлă тавракурăмлă энциклопедист, тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркине, юрри-ташшине, халап-юмахне упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Петĕр Хусанкай пĕтĕмпе 50 кĕнеке ытла пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен 15-ĕшĕ вырăсла тухнă. Чикĕ леш енче те чылай кĕнеке пичетленнĕ. Чи паллисен шутне «Таня» поэма,«Аптраман тавраш» сăвăллă роман кĕреççě. Унăн сăввисемпе поэмисем вырăс, украина, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.

Литературатура тӗпелне Асанкасси вăтам шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекенсем, класс ертӱçи, ытти вулакансем хутшăнчӗç. Йӗркелӳçӗсем, Н.Козлова библиотекарьпе Г.Чумакова чăваш литературине вěрентекенě, вулакансене поэтăн пурнăçӗпе, пултарулăхӗпе тӗплӗн паллаштарчӗç. Арина Карпова, Валерия Никифорова тата Кира Данилова Петěр Хусанкай сăввисене илемлě вуласа пачěç.

«Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ. Эпир Хусанкайпа мухтанатпăр, савăнатпăр, унăн кун-çулĕпе кăсăкланатпăр, хайлавĕсене вулатпăр, тишкеретпĕр»,- терěç пухăннисем. Мероприяти питӗ кăмăллă иртрӗ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика