Ямашевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Аллăма Енĕш çырнă кĕнеке тытсан

08:04 30 октября 2021 г.

Кашни ялăн, кашни тăрăхăн хăйĕн мухтавлă çыннисем пур. Пирĕн паллă ентешсенчен пĕри вăл – Виталий Енĕш çыравçă.

Виталий Григорьевич Енĕш (Григорьев) 1941 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралнă. Тăван çĕртен сĕткен илсе пултаруллă çыравçă таран çĕкленнĕ. Ачасемпе çамрăксем валли те, çитĕннисем валли те калав-повесть шăрçаланă вăл. Малтанхи тапхăрта Виталий Енĕш сатирăпа юмор лаççинче ĕçленĕ, шахвăртса йĕплекен е анекдотлăрах калавсемпе фельетонсем çырнă. Кам пĕлмест-ши кулăшсемпе шӳтсенчен тăракан «Сĕреке» кĕнекене?! «Капкăн» журналпа та тачă çыхăну тытнă çыравçă.

Пултарулăхĕ унăн тĕрлĕ енлĕ: поэт, прозаик, драматург, куçаруçă. «Ухмах сутти» камите темиçе çул К. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче кăтартрĕç. Чăваш писательне Пушкăрт Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне пани те пархатарлă.

Мухтавлă ентешĕмĕр 80 çул тултарнине халалласа Вăрман Енĕш клубĕнче литература каçĕ иртрĕ. «Аллăма Енĕш çырнă кĕнеке тытсан» курав-выставка кашнинех çыравçă пултарулăхĕпе паллашма чĕнчĕ, кулăшсемпе камитсем пурнăç кăлтăкĕсемпе тумхахĕсене ытарлăн уçса пачĕç. «Пирĕн Енĕш – паллă ентеш», - терĕç фольклор ушкăнне çӳрекенсем «Иртет кун-çул, иртет…» повеçĕн сыпăкĕсемпе паллаштарнă май.

Юлашки вăхăтра Виталий Енĕш ытларах куçару ĕçне тимлĕх уйăрать. Пурнăç çулĕпе малашне те хастаррăн утма çирĕп сывлăх, вăй-хăват, хавхалану сунатпăр ăна.

Ямашевский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429313, Чувашская Республика, Канашский район, с. Ямашево, ул. Сергеева, д. 11
Телефон: 8(83533) 64-3-53, 64-3-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика