19:46 26 сентября 2021 г.
Ваттисен кунне анлă паллă турĕç Вăрман Енĕшпе Пратьякас Енĕшре пурăнакансем. Кĕр мăнтăрĕпе така пусса шӳрпе пĕçерчĕç. Ял клубĕ шăкăл- шăкăл калаçупа, хаваслă юрă-кĕвĕпе тулчĕ.
«Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ уяв тĕлне пысăк концерт хатĕрленĕ. Ырă кăмăллă асатте-асаннесен, вашават кукамай-кукаçисен, ĕçчен кинемейсемпе мучисен ячĕпе юрă хыççăн юрă шăранчĕ, ташă-çемĕ чуна тыткăнларĕ, çамрăк чухнехи асамлă вăхăта аса илтерчĕ. Залра ларакансен савăк сăн-пичĕ, ăшă кулли артистсене хавхалантарчĕ, кăмăла çĕклерĕ.
Хисеплĕ ватăсене сума суса салам сăмахĕсем шăранчĕç. Пратьякас Енĕш ялĕнчи Лилия Васильевнăпа Владислав Викторович 50 çул пĕрле ĕмĕр ĕмĕрлеççĕ, хуйхине те, савнăçне те çурмалла пайлаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсен юратăвĕпе киленсе, тус-тăван хисепне туйса нумай- нумай çул ырă курса пурăнма çирĕп сывлăх, вăй-хăват сунчĕç телейлĕ мăшăра, илемлĕ юрă парнелерĕç.
Ял пурнăçне хастар хутшăнакан ĕç ветеранĕсене те тав сăмахĕ калас килет. Николаева О.И., Захарова В.А., Иванова Е.П., Краснова Р.С., Титова Е.М., Андрианова И.А., Григорьева Е.П., Павлова В.В., Павлов Н.А., Мальцева И.С., Николаева Р.Я. яланах пулăшма хатĕр. Тăван тавралăх тасалăхĕпе илемĕ, ял пуласлăхĕ пăшăрхантарать аслă ăру çыннисене. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упраса хăварас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ вĕсем, сĕнӳ-канаш пама та хапăл.
Хисеплĕ ветерансем, чунăрпа ватăлмасан пит çинчи пĕркеленчĕксемшĕн кулянма кирлĕ мар. Яланах савăк та маттур пулăр. Савăнăç вăл ĕмĕре тăсать. Çывхарса килекен уяв ячĕпе!
Ямашевский территориальный отдел