15:23 25 августа 2021 г.
.jpg)
Паян пирĕн Хутар ял вулавăш ҫуртне кĕтнĕ хăна, Чăваш Республикин писателĕ, Тамара Анатольевна Афанасьева килсе ҫитрĕ. Тамара Анатольевна Çĕмерле районĕнчи Вăрманкас ялĕнче ҫуралса ÿснĕ .Вăтам шкул Хутар салинчи И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен шкула вĕренсе тухнă. Писательсен союзĕнче Тамара Анатольевна 2015-мĕш ҫултанпа шутланса тăрать. Вăл ҫырнă кĕнекесем: «Сăвăсем», «Литература пусăмĕсем», «Вĕренеҫҫĕ ачасем», «Иван Ахах пултаруллăхĕпе хăй евĕрлĕхĕ», «Иван Ундрицов ҫинчен», «Кун пайрăмĕсем», «Çурхи ĕмет. Савăсен ярăмĕ». Тамара Анатольевна хай ҫырнă кĕнекесене кăна мар, ашшĕ- Афанасьев Анатолий Трофимович (Анат Сереп) ЧР тата СССР писателĕ , чăваш халăх ăсчахĕ (народный академик Чувашии) ятсене илнĕ кенекесене те парнелерĕ. Анатолий Трофимович ҫырнă кĕнекесем: «Мĕншен хĕрлĕ палан», Ялти каҫ пĕр шукăль ҫуркунне», Хурăн куҫҫулĕ». А. Т. Афанасьевпа Юрий Кудаков композитор пĕрле нумай юра-кĕвĕ ҫырнă. Паянхи кунччен Анатолий Афанасьевич хĕрĕпе Тамара Анатольевнăпа та Ю.Д.Кудаков тачă пĕрле еҫлеҫҫĕ. А.Т.Афанасьев саввисемпе Ю.Д.Кудаков композитор ҫырнă юрăсем тивĕҫлĕ упранасса шанас килет.
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная система библиотечного и архивного дела Шумерлинского муниципального округа»