Ямашевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Иртнĕ шăмат кун, утă уйӑхӗн 17- мӗшӗнче Ямаш – Чарпуҫ ял çыннисем, 460 ҫул тултарнӑ ял уявне паллă турĕç

12:30 19 июля 2021 г.

Тӑван тавралӑхӑм, эс манӑн,

Сана савса юрлап юрра,

Ман чунӑмра сӑну та санӑн,

Сассу та манӑн асӑмра.

Эс кайӑк пек çĕклентеретĕн,

Хӑв ачусен ӑс-хакӑлне,

Ыр çын пулма пире пиллетĕн,

Çунат хушатӑн чĕрене.

Çырми, çаранĕ те, вӑрман та,

Епле илемлĕ-çке, кур-ха!

Тӑван тавралӑхра йӑмра та,

Чи çывӑх тус пекех паха.

Сан сассуна куллен тимлетĕп,

Вӑл çураçать ман кӑмӑлпа.

Сан шывупа эп вӑй илетĕп,

Сывлатӑп уç сывлӑшупа.

Ăçта кӑна çитсе курмарӑм,

Васкарӑм пур пĕр сан патах.

Сана  сутмарӑм, манаймарӑм,

Тӑван çĕршывӑм, эс, асрах!

    Иртнĕ шăмат кун, утă уйӑхӗн 17- мӗшӗнче Ямаш – Чарпуҫ ял çыннисем,  460 ҫул тултарнӑ ял уявне паллă турĕç.   Уява Ямаш - Чарпуҫ ял администрациӗн пуҫлăхӗ Омарова Зарема Абдулгамидовна уҫрӗ.  Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Ямашри культура ҫурчӗ çумĕнчи «Ямаш ен» фольклор ансамбль ушкӑнӗ (илемлӗх ертÿҫи     Л.Константинова ), Вӑрман Енӗш  культура çумĕнчи «Енӗшем» фольклор ансамбль ушкӑнӗ (илемлӗх ертÿҫи  Н.Артемьев ),  Шибылгирен  «Пинер» фольклор ансамбль ушкӑнӗ (илемлӗх ертÿҫи  тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Никоноров), Вӑрнар районӗнчен «Пилеш» Кивсерт-Яниш фольклор ансамбль ушкӑнӗ (илемлӗх ертÿҫи  С.Алексеева)  хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕҫ. Вĕсем ял халăхне юрă-кĕвĕ шăрантарса, ташă ташласа савăк кăмăл парнелерĕç.   Ял çыннисем хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Çывăх тăванĕсемпе хурăнташĕсем, ывăлĕ-хĕрĕсем, мăнукĕсем те тăван яла çитрĕç. Уява йĕркелекенсем парнесем те нумай хатĕрленĕ. Кашни парни тивĕçлĕ çынна тупрĕ, кăмăлĕсене хăпартрĕ. Парнесемпе чи лайăх хуçалăхсене тытса пыракансене, ялти чи ватă çынсемпе чи кĕçĕннисене парнесем парса чыс турĕç.

   Тӑван ҫӗр-шыв… Мӗн-ши вӑл? Тен , хам ҫуралнӑ ял, кил-ҫурт. Вӑл , ман шутпа, атте-анне, тăвансем, кÿршĕсем, ял-йыш. Вăл-тăван кил, эс çуралнă ял. Вăл-пÿрт умĕнчи пысăк йăмра, пахчари йăрансем, садри улмуççисемпе чечексем. Инçе мар ларакан лавкка, пĕве, ачасачӗ. Вăл-ял çумĕнчи уйсем, вăрмансем, çырмасем, тапса тӑракан çăл куçсем. Хамăрăн лăпкă халăхăн çепĕç чĕлхи-калаçăвĕ, сăвви-юрри, вăййи-кулли, йăли-йĕрки.

   Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял пур пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать. Нимĕн те калаймăн: тăван ял вăл - пĕртен-пĕрре. Таçта аякка кайсан тăван яла çĕкленÿллĕн, телейлĕн, кайăк пек çунатланса çитсе кĕретĕн.

   Ырă чунлă кашни çыншăнах тăван кĕтес хаклă. Мĕншĕн тесен вăл пире çуратса тĕнчене кăларнă, лăпкаса ачашланă, çын тунă. Йывăрлăхсемпе чăрмавсене çĕнтерме, çут тĕнчепе этемлĕхе юратма хăнăхтарнă.

   Ямаш – Чарпуҫ ялӗ вăл пысăках мар, лайăх вырăнта вырнаçнă. Ял варринче пĕчĕк çеç пӗве пур. Ачасем кÿлӗ хӗрринче пулӑ тытаҫҫӗ. Шыв хӗррипе кашни утӑмра тенӗ пекех йӑмра, хурӑн  тӱпенелле кармашаҫҫӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн хур-кӑвакал шывра пӗр-пӗринпе тытмалла выляҫҫӗ. Ман тăван ялăм уйрăмах çуллахи вăхăтра илемлĕ.

Ямашевский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429313, Чувашская Республика, Канашский район, с. Ямашево, ул. Сергеева, д. 11
Телефон: 8(83533) 64-3-53, 64-3-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика