Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫуллахи вулав программин пĕрремĕш уйӑхе вĕҫленчĕ

09:46 05 июля 2021 г.

Акӑ ҫуллахи вулав программин пĕрремĕш уйӑхе пĕтрĕ те. Ҫĕртме уйӑхĕнче Турхан ял вулавӑшĕнче пĕчĕк вулакансем валли тĕрлĕ мероприятисем иртрĕҫ. Уйӑхӑн пĕрремĕш кунĕнче ҫуллахи вулав программине уҫса ачасем валли савӑнӑҫлӑ уяв иртрĕ. Вĕсем тĕрлĕрен кĕнекесемпе тĕл пулчĕҫ, конкурссенче хутшӑнчĕҫ. Сценӑ ҫинче ачасем юмахри тĕп сӑнарсен вырӑнче пулса курчĕҫ . Пушкин кунĕнче библиотекарьсем ачасене ҫыравҫӑн ачалӑхĕ пирки каласа кӑтартрĕҫ. Канмалли пÿлĕмре вара вулакансем Пушкин кĕнеки тӑрӑх кӑларнӑ юмах пӑхрĕҫ. Унсӑр пуҫне  уйӑхӑн пĕр кунне юмахсене халалларӑмӑр. Ачасем кунĕпех ҫĕнĕ юмах  кĕнекисемпе паллашрĕҫ, пысӑк экран ҫинче С. Маршакӑн «Вун икĕ уйӑх» ятлӑ юмахне пӑхрĕҫ. Пĕчĕк вулакансем Раҫҫей кунне те хатĕрленчĕҫ, вĕсем валли мастер-класс иртрĕ.  Библиотекарьпе пĕрле вĕсем хутран ялавсем касса кӑларса вĕсене сӑрларĕҫ. Чÿречесене раҫҫей симвӑлĕсемпе илемлетсе акцинче хутшӑнчĕҫ. Унсӑр пуҫне ҫак уява халалласа ачасем валли «Мĕн пĕлен эсĕ Раҫҫей ҫинчен?» ятлӑ паллаштару урокĕ иртрĕ. Ҫавӑн пекех ҫав уйӑхра «Уҫӑ сывлӑшри вулавӑшра» ҫĕнĕ кĕнекесемпе паллаштаракан занятисем иртрĕҫ.

Ҫуллахи вулав программин иккĕмĕш уйӑхĕ вара «Сывӑ пул» тата «Хӑрушлӑхсӑр ҫулла» темӑсене халалласа иртĕ.

Информации хатĕрлекенĕ Наталья Белова

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная система библиотечного и архивного дела Шумерлинского муниципального округа»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика