Ямашевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Вăрман Енĕшре Алексеев Алексей Петрович воин-интернационалист ячĕпе йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ

20:12 23 февраля 2021 г.

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне Вăрман Енĕшре анлă паллă турĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Алексеев Алексей Петрович воин-интернационалист ячĕпе Астăвăм митингĕ иртрĕ. Митинга Артемьев Н.И. уçрĕ, мухтавлă ентешĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ.

Сăртрă-туллă Афганистанра çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă паттăр яланах халăх асĕнче. 17-мĕш çул ĕнтĕ воин-интернационалист ячĕпе ăмăртусем иртеççĕ. Паян та йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Ăмăртăва Ямаш шкулĕн вĕренекенĕсемпе çамрăксем, паттăр салтак юлташĕсемпе тăванĕсем, ял çыннисем хастар хутшăнчĕç. Йĕлтĕр çăмăллăн шăвать, сивĕ пит-куçран чĕпĕтет, хытăрах та хытăрах чупма хистет.

 Кĕçех çĕнтерӳçĕсем те паллă пулчĕç. Ямаш шкулĕнче вĕренекен Анатолий Иванов финиша чи малтан çитрĕ. Варламов Альбертпа Павлов Николай 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç.

Арçынсем хушшинче чи маттурри Алексеев Петр пулчĕ. Николаев Антон, Осипов Сергейпа Алексеев Юрий те çĕнтерӳçĕсен йышĕнче.

Хĕрарăмсем те арçынсенчен юлмарĕç. Ытти çулсенчи пекех, Лидия Алексеевăна çитекенни пулмарĕ. Спортпа ачаранах туслă вăл. Захарова Валентина та кашни çулах хутшăнать ăмăртăва, малти вырăнсене йышăнать. Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Омарова З.А. финиша 3-мĕш çитрĕ, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕ.

Çĕнтерӳçĕсене клубра чысларĕç. Паттăрăн шăллĕ Алексеев Ю.П. асăнмалăх парнесем пачĕ. Кашни йĕлтĕрçех спорт калпакне тивĕçрĕ.

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕпе Омарова З. А. саламларĕ, Раççей салтакĕсен çирĕплĕхĕпе хăюлăхне палăртрĕ, ĕçре те, спортра та хастар пулма çирĕп сывлăх, вăй-хăват, тăрăшулăх сунчĕ.

«Енĕшсем» пултарулăх ушкăнĕ юрă-сăвăпа кăмăла çĕклерĕ. Салтак пăттине те тутанчĕç йĕлтĕрçĕсем.

Артемьев Н.И. мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнă спонсорсене – Юрий тата Андрей Алексеевсене, Владимир Осипова, Лев Константинова, воин-интернационалист тăванĕсене тав турĕ, ăнăçу сунчĕ.

Ямашевский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429313, Чувашская Республика, Канашский район, с. Ямашево, ул. Сергеева, д. 11
Телефон: 8(83533) 64-3-53, 64-3-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика