15:54 01 октября 2020 г.
Ырă кун пултăр, кукамайсемпе кукаçисем, асаннесемпе асаттесем, кинемейсемпе мучисем! Юпа уйăхĕн 1-мӗшӗнче, сире уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунатпăр. «Ĕмĕр ĕмĕрлесси – уй урлă каçасси мар»,- тенĕ ваттисем. Çапла, пурнăçра темĕн те пулать, унăн хăйĕн йĕрки, шăпа пÿрни те тĕрлĕрен.
Йывăç лартсан сад çитĕнет.
Уй-хир пулсан тырпул ÿсет.
Ватти пулсан йĕрке пулать,
Ваттипеле пурнăç пулать.
Ялти клуб заведующийĕ Константинова Людмила Николаевнă та уяв ячĕпе саламларӗ. Хаклӑ ватӑсем - вӑрҫӑ ветерансем, тылри ӗҫ паттӑрӗсем! Ывӑлӑрсен, хӗрӗрсен, мӑнукӑрсен ячӗнчен тата хамӑр ятран хисеплӗн пуҫ тайса, чӗререн тухакан чи хӗрÿллӗ те ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатӑп, сире пурне те ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм та ырӑ кун-ҫул сунатӑп.
Тавтапуçах сире чăтăмлăхшăн, ăста алăллă пулнăшăн, пире ăс панăшăн, пирĕншĕн тĕслĕх пулнăшăн. Сывлăхăра упрăр, ватлăх кунĕсем лăпкă пулччăр! Тавтапуç Сире!!!
Ямашевский территориальный отдел