Янгорчинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа

11:28 22 февраля 2020 г.

   Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑвать. Ку уява ЮНЕСКО 1999-мӗш ҫулта ҫирӗплетнӗ, 2000 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче вара пӗрремӗш хут уявланӑ. Ҫак куна чӗлхесен тата культурӑсен аталанăвне упраса хӑварас тĕллевпе йӗркеленӗ.

  Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, паллах тӑван чӗлхе вырӑнӗнче чӑваш чӗлхи шутланать. Чӑваш чӗлхине упрасси, ӑна аталантарасси, унпа мăнаçланасси - кашни чӑвашӑн тивӗҫӗ. Чӑваш чăвашлăхпа илемлĕ, çавăнпа пирĕн хамăр чĕлхене упраса хăвармалла. Аваллăхсăр малашлăх çук теççĕ. 2020 çулта Чăваш Республики 100 çул тултарать. Ҫавна май, Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекенсем уява халалланă мероприятисем ирттерессине пуçарса ячĕç. Çак ырă пуçару пулнине çирĕплетсех каламалла.

    Нарăсăн 18-мĕшĕнче çак уява халалласа классенче уçă уроксем иртрĕç, нарăсăн 20-21 мĕшĕнче аслă классенче вĕренекенсем «Ылтăн арчари асанне тупри»ятлă çав тери чаплă уявпа савăнтарчĕç. Çавăн пекех шкулта вĕренекенсем сочинени конкурсĕнче те тупăшрĕç. Малашне те тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртатпăр.

Янгорчинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ «Янгорчинская СОШ» Вурнарского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429206 Чувашская Республика, Вурнарский район, д.Янгорчино, ул.Советская, д.2а
Телефон: 8(83537) 60-5-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика