Ямашевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Тӑван ялӑм, савнӑ енӗм, эс ялан ман асӑмра

22:00 15 июля 2019 г.

 Шӑнкӑр та шӑнкӑр çӑл шыв юхать, тӑпӑр та тӑпӑр та вӑхӑт юртать. Анчах тем чухлӗ вӑхӑт иртсессӗн те çуралнӑ кӗтес, тӑван тавралӑх, атте-анне килӗ асран тухмасть. Кунта эс çут тӗнчене килнӗ, тус-юлташсемпе выляса-кулса ӳснӗ, пурнӑçӑн анлӑ çулӗпе çирӗппӗн утма ӑс-хакӑлпа вӑй-хал илнӗ. Вӑрманӗ, улӑхӗ, çаранӗ, кикак-кикак хур-кӑвакалӗ – пурте кунта чуна çывӑх, чӗрене тыткӑнлать.

Июлӗн 13-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш ялӗ мӗнпур тус-юлташа, тӑван-пӗтене хаваслӑ кӗрекене пуçтарчӗ. Ӑçтан кӑна килмен-ши хӑнасем?! Канаш, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенчен, Питтикассипе Туранкасси, Ямашпа Пратьякас Енӗш ялӗсенчен… Кӗрлесе, шавласа иртрӗ ял уявӗ. Туслӑх, тӑванлӑх уявӗ пулчӗ вӑл.

Ямаш ял тӑрӑхӗн  пуçлӑхӗ Аристархова Т.В. уçрӗ ӑна. Татьяна Валериевна ял пурнӑçӗпе паллаштарчӗ, чи маттуррисемпе хисеплӗ ватӑсене, пултаруллӑ çамрӑксене грамотӑсемпе чысларӗ. Манишева Г.П., Захарова В.А., Алексеев А.П., Алексеев Ю.П., Алексеева Е.Л. Канаш район администрацийӗн Тав çырӑвӗсене илме тивӗç пулчӗç.

Уява килнисене Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗн пуçлӑхӗ Петров А.В. ӑшшӑн саламларӗ. Вӑрнар районӗн ентешлӗхӗн пуçлӑхӗ Андрей Дмитриевич Суварин енӗшсене туслӑх, тӑванлӑх тымарӗсене çирӗплетсе пыма чӗнчӗ. «Манӑн асанне çак тӑрӑхран. Çавӑнпа Вӑрман Енӗш маншӑн та хаклӑ кӗтес. Тус-юлташсене, пӗлӗшсене курма паян питӗ хавас»,- терӗ вӑл.

Мӗн чухлӗ кӗтменлӗх, ырӑ  тӗл пулусемпе асран кайми самантсем парнелерӗ ял уявӗ! Вӑрман Енӗш ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ тӗп хуламӑрта пурӑнакан Семёнова Л.В. (хӗр чухнехи хушамачӗ) хӑйӗн пурнӑçӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ ырӑ кӑмӑллӑ ватӑсене, чун-чӗререн юратса ӑс панӑ учительсене, ял пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене тав турӗ. «Кашни çулах çуркунне çитсен, юр ирӗлсе пӗтсен, Андрей Ивановичпа Владимир Вениаминович анатри çырмана тасатма пуçлаççӗ. Толя Герасимов тракторпа тӳрӗмарлӑхсене майлать. Тӗлӗнетӗп вӗсенчен.  Чун хушни ӗнтӗ вӑл çакӑ, юратнӑ тавралӑха таса тытас тени, - шухӑш-кӑмӑлне палӑртма васкарӗ Людмила Викторовна. -  Мӗн тери хастар çынсем пурӑнаççӗ пирӗн ялта. Çак уявсене тӑрӑшса хатӗрлекен пултаруллӑ та маттур çынсене – Николай Ильичпа Андрей Петровича, вӗсен çемйисене, фольклор ушкӑнне çӳрекенсене тав сӑмахӗ каламасӑр чун чӑтмасть. Ĕçлеме те, савӑнма та пултараççӗ вӗсем. Эпир, ялтан хуланалла тухса кайнӑ çынсем, пӗр-пӗринпе калаçатпӑр, ентешсемпе мухтанатпӑр. Сирӗн ушкӑнра Шупашкарта пурӑнакан çынсем те пур. Вӗсем те, канӑçсӑр чунсем, ташша-юрра юратакансем, канмалли кунсенче тӑван яла васкаççӗ. Вӗсенчен пӗрне, Юрий Петровича, уйрӑмах тав тӑвас килет. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пулин те мӗн тери пултаруллӑ купӑсçӑ вӑл. Вӑхӑтне те, вӑй-халне те, укçи-тенкине те шеллемест, çуралнӑ кӗтесе чун-чӗререн юратать, унӑн пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханать».

Тӑван кӗтесрен яакра пурӑнакансем ял шӑпишӗн канӑçсӑрланни, кунти çынсен ӗçӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланни савӑнтарать, шанчӑк çуратать. Чӑн та, кашни çын тӑван тавралӑх илемӗшӗн тӑрӑшсан, пӗр-пӗрне пулӑшсан, килӗштерсе пурӑнсан питӗ аван пулмалла.

Уяв хӗрнӗçемӗн хӗрсе пычӗ. Константин Евруков сцена çине тухсан халӑх чун килениччен ташласа савӑнчӗ. Шупашкар районӗнчи Çӗньялти пултарулӑх çурчӗ çумӗнчи «Ахрӑм» вокал ансамблӗпе халӑх театрӗ, Вӑрнар тӑрӑхӗнчен килнӗ «Енӗш ен» тата «Кипек ен» фольклор ушкӑнӗсем, Ямашри «Задоринки», «Девчата» ташӑ ушкӑнӗсем, «Ямаш ен» фольклор ушкӑнӗ тата вырӑнти артистсем илӗртӳллӗ юрӑ-ташӑпа, вӑйӑ-кулӑпа, шӳт-такмакпа кӑмӑла çӗклерӗç. Районти Культура çуртӗнче ӗçлекен Г. Кузнецовӑпа В.Стеклов савӑк юрӑ-кӗвӗпе илем кӳчӗç  уява. Купӑс сасси  таврана янратрӗ.

 Услантӑр Енӗшрен килнӗ Игнатьевсем вара пурне те тӗлӗнтерчӗç: юрлаççӗ, ташлаççӗ, сӑвӑ калаççӗ, чӑваш тӗрриллӗ илемлӗ сувенирсем ӑсталаççӗ. Çемье ансамбльне тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчӗ ял-йыш. Унӑн ертӳçине, пӗлӳ тӗнчине пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшнӑ Агриппина Яковлевнӑна, Вӑрман Енӗшре хисеплеççӗ, астӑваççӗ, ырлӑх-сывлӑх сунаççӗ.

Салам хыççӑн салам шӑранчӗ, янӑрарӗ кӗвӗ-çемӗ савнӑ ене мухтаса. Сӑмсана вара шӳрпе шӑрши кӑтӑкларӗ. Икӗ пысӑк хуранпах пӗçернӗ ӑна. Алексеева Анютӑпа Николаева Катя ял-йыша та, хӑнасене те какай шӳрпипе сӑйларӗç. Тавтапуç уяв спонсорне –                  В.И. Осипова. Така яшки, какай шӳрпи ытла та тутлӑ-çке!

Уяв аслӑраххисемшӗн те, çамрӑксемпе ачасемшӗн те интереслӗ пултӑр тесе нумай тӑрӑшнӑ культура ӗçченӗсемпе «Енӗшсем» фольклор ушкӑнне çӳрекенсем: сцена ӑсталанӑ, йӗри-тавра илемлетнӗ, тулӑх сӗтел хатӗрленӗ. Хӑнасене пӑхма Семёнова А.Г., Артемьева Г.А., Степанова Л.А., Алексеева Л.А. пулӑшрӗç. Алексеев А.П. ял старостине, Алексеев Ю. П. купӑсçа, уява хутшӑннӑ ял çыннисемпе ырӑ кӑмӑллӑ хӑнасене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, тутлӑ апат-çимӗç пӗçерекенсене чун-чӗререн тав тӑватпӑр.

 

 

Ямашевский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429313, Чувашская Республика, Канашский район, с. Ямашево, ул. Сергеева, д. 11
Телефон: 8(83533) 64-3-53, 64-3-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика