Ямашевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » «Ямаш ен» фольклор ушкӑнӗ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ

10:07 15 июля 2019 г.

    Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - ял кунĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çын хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв.

   Июлĕн 13-мĕшĕнче Вăрман-ĕнĕш ялĕ хăйĕн ял уявне паллă турĕç. Уява ял çыннисем, кунта çуралса ÿссе урăх çĕрте тĕпленнисем, хаклă хăнасем пуçтарăннă.

   Савӑнӑçлӑ уява Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Т.В.Аристархова уçрĕ, уявпа саламланӑ май вӑл ялти чи маттур та хастар çынсене грамотăсем, тав хучĕсем тата парнесем парса чысларĕ. Çавӑн пекех  вӑл ялти чи аслӑ çынсене тата нумай çул пӗрле мӑшӑрпа килӗштерсе пурӑнакан, ачисене тӗрӗс-тӗкел çитӗнтерсе ура çине тӑратнӑ чи сумлӑ çемъесене саламларӗ, пурнӑçра телей, тату пурнӑç, вӑрӑм ӗмӗр, çирӗп сывлӑх сунчӗ. Çамрăксене малалла хастар та çирĕппĕн утма сĕнчĕ. Пурне те çирӗп сывлӑх, савăк кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама ĕçре ҫӗнӗҫитӗнӳсем тата ырлӑхпа телей сунчĕ.

   Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Ямаш ялĕн культура çурчӗ çумĕнче йӗркеленнӗ Ямаш ен» фольклор   ушкӑнӗ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.    Вӗсем хӑйсен янӑравлӑ сассисемпе уява илем кÿчӗç, ташши-юррисемпе савăнтарчĕç. Акă таврана шÿрпе шăрши те сарăлчĕ. Ăна ҫавӑнтах пысӑк хуранта пӗҫерчӗç.

Ямашевский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429313, Чувашская Республика, Канашский район, с. Ямашево, ул. Сергеева, д. 11
Телефон: 8(83533) 64-3-53, 64-3-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика