Ямашевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » «Кил ăшши вăл - асанне» районный конкурс çĕнтерÿçи – Харитонова Галина

12:25 09 марта 2019 г.

     Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сугайкасси культура çуртĕнче «Кил ăшши вăл асанне» конкурс иртрĕ. Конкурса ертсе пыракансем çепĕç те чуна пырса тивекен ăшă сăмахсемпе пуçларĕç уяв программине. «Кил ăшши вăл асанне» конкурса  Ямаш ял тăрăхĕнчен Харитонова Галина Васильевна хутшăнчĕ. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 ача çитĕнтерсе ура çине тăратнă, вĕсен 6 мăнук çитĕнеççĕ. Асаннесем тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен кăтартса пачĕç. 14 асанне хушшинче чи пултарулли ятне Ямаш ял тăрăхĕнчи Харитонова Галина Васильевна çĕнсе илчĕ. Конкурсра хутшăнма ăна «Ямаш ен» фольклор ушкăнĕ пулăшса пычĕ. Ушкăн хăйĕн пултаруллă çĕнтерÿçипе мухтанать, ăна татах та пысăк çитĕнÿсем туса пыма сĕнет.

    Асаннесене, кукамайсене уявра кăна мар, кашни кун пулăшса пымалла, савăнăç кÿме тăрăшмалла. Ун чух кăна вĕсем яланах илемлĕ те çамрăк пулĕç.  Асаннесен умĕнче эпир яланах парăмра. Вĕсен юратăвĕ пире яланах пулăшса, вăй парса пырать. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăр-шăнкăр шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лăплантарса, ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă калаçнине итлесе ларма та  аван.

Ямашевский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429313, Чувашская Республика, Канашский район, с. Ямашево, ул. Сергеева, д. 11
Телефон: 8(83533) 64-3-53, 64-3-21
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика