21:13 24 февраля 2019 г.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Совет Çарӗн контингентне Афганистанран илсе тухнӑранпа 30 çул çитрӗ. 10 çула яхӑн пынӑ вӑрçӑ вут-çулӑмӗ витӗр 526 пин совет салтакӗпе офицерӗ тухнӑ. 15015 салтак хаяр çапӑçусенче ӗмӗрлӗхех куçне хупнӑ, 54 пинӗшӗ сусӑрланса юлнӑ,416 пинӗшӗ чирлесе таврӑннӑ. Чӑваш Республикинчи 113 качча тӑван кӗтесе цинк тупӑкра илсе килнẽ.
Вӑрман Енӗш ялӗнче çуралса ӳснӗ Алексеев Алексей Петрович та ашшӗ-амӑшӗн килне чӗррӗн таврӑнайман. 1982 çулхи апрелӗн 19-мӗшӗнче Афганистан душманӗсене хирӗç паттӑррӑн çапӑçса куçне хупнӑ. Янкӑр кӑвак тӳпере сарӑ хӗвел ярӑннӑ вӑхӑтра 18-22 çулсенчи яшсем таçта аякра, тӗнче хӗрринче пуç хунине ӑспа хакласа чунпа йышӑнма питӗ йывӑр.
Хастар ентеше манмасть ял-йыш. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Тивӗçе эпир чыслӑн пурнӑçланӑ» астӑвӑм каçӗ ирттерчӗç. Юлташӗсемпе тӑванӗсем Алёшӑна юлашки çула ӑсатнине хурланса аса илчӗç, унӑн вил тӑприйӗ çине чӗрӗ чечексем хучӗç.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче воин-интернационалист ячӗпе йӗлтӗрçӗсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Чи малтан старта ачасем тухрӗç. Çанталӑкӗ уяр, йӗлтӗр лайӑх шӑвать. Кашнинех çӗнтерес килет. Ямаш шкулӗнче вӗренекен Иванов Анатолий финиша 1-мӗш çитрӗ, чемпион ятне ямарӗ. Сӑмах май каласан, пӗлтӗр те çак ушкӑнра çӗнтернӗччӗ вӑл. Маттур! Варламов Альбертпа Смелов Александр 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене тивӗçрӗç.
Захаровсем ӑмӑртӑва çемйипех килнӗ. Садике çӳрекен Рома та йӗлтӗр çине тӑнӑ. Тӑватӑ ача ашшӗ Захаров Александр Павлович арçынсенчен чи маттурри пулчӗ. Осипов Владимир Ивановичпа Александров Юрий Аркадьевич та çӗнтерӳçӗсен йышӗнче.
Аслисем те хастарлӑх кӑтартрӗç. Вӑрман Енӗш ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Йӗпреç тӑрӑхӗнче пурӑнакан Софронова Нина Андриановнӑна çитекенни пулмарӗ. Ачаранпах спортпа туслӑ вӑл, тӑванлӑх тымарӗсене çирӗп тытса пырать. Алексеева Лидия Алексеевна, Захарова Валентина Андриановна пенсионерсем йӗлтӗрçӗсен ӑмӑртӑвне кашни çулах хутшӑнаççӗ, малти вырӑнсене йышӑнаççӗ.
Çӗнтерӳçӗсене паттӑрӑн шӑллӗ Алексеев Ю.П. саламларӗ, парнесемпе чысларӗ, йывӑрлӑхсене парӑнмасӑр малалла çирӗппӗн утма ырлӑх-сывлӑх, вӑй-хӑват сунчӗ, сывӑ пурнӑç йӗркине тытса пыма сӗнчӗ.
Ямашевский территориальный отдел