22:12 10 февраля 2019 г.
Еплерех сывлатӑн,юратнӑ ял-йышӑм? Мӗнле шухӑш-ӗмӗтпе пуçлатӑн çӗн куна? Мӗн хумхантарать, пӑшӑрхантарать сана?
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрман Енӗш клубӗнче граждансен пухӑвӗ иртрӗ. Малти Питтикасси, Пратьякас Енӗш, Вӑрман Енӗш ялӗсенче пурӑнакансем хӑйсене канӑç паман, чӗрене ыраттаракан ыйтусене район пуçлӑхӗсемпе Ямаш ял тӑрӑхӗн ӗçченӗсене пӗлтерме васкарӗç. «Ял ватӑлса пырать, ӗç вырӑнӗсем çук. Тавралӑха ним шелсӗр варалатпӑр. Ямашпа Вӑрман Енӗше çыхӑнтаракан çула юсама тахçанах вӑхӑт çитнӗ ӗнтӗ. Пӗчӗк ялсене уйрӑмах тимлӗх кирлӗ!» - палӑртрӗç вӗсем шухӑшӗсене.
Пухӑва килнисене «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ саламларӗ. Хӑна юррисемпе тус-тӑванлӑх юррисем кӑмӑла уçрӗç, юрату юррисем чӗрене ӑшшӑн çупӑрларӗç. Ушкӑна çӳрекенсем икшерӗн-виçшерӗн те юрларӗç. «Илемлӗ сачӗсем», «Пурнӑç урапи», «Упра мӑшӑрна», «Зорька алая», «Мана карчӑк ӳпкелет», «Упӑшкана юрас тесе» юрӑсене пухӑннисем тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчӗç.
«Пирӗн ушкӑнра пенсионер нумай,- терӗ концерта ертсе пыракан Е. Алексеева. – Тивӗçлӗ канӑва тухнӑ пулин те алӑ усса лармаççӗ вӗсем. Тӗрлеççӗ, çыхаççӗ, юрлаççӗ, ташлаççӗ, нихӑçан та нӑйкӑшмаççӗ, ялти культура вучахне сӳнме памаççӗ. В. Захарова,О. Николаева, Р. Краснова, Е. Титова хӑйсен хастарлӑхӗпе пурне те хавхалантараççӗ.
Ю. Алексеев купӑсçӑ та тав сӑмахӗсене тивӗç. Вӑрман Енӗш ялӗнче çуралса ӳснӗ вӑл, халӗ тӗп хуламӑр Шупашкарта пурӑнать. Юрӑ-кӗвӗ ӑсталӑхне хӑй тӗллӗн вӗреннӗ Юрий Петрович, ял пуласлӑхӗшӗн чун-чӗререн кулянать, пӑшӑрханать, вӑй çитнӗ таран культура ӗçченӗсене пулӑшма тӑрӑшать».
Н. Артемьев ертсе пынипе «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ кӗске вӑхӑтра çӗнӗ программа хатӗрлерӗ, «Иксӗлми Канаш ен çӑлкуçӗсем» конкурса хутшӑнчӗ.
Ямашевский территориальный отдел