14:08 05 февраля 2019 г.
Раççей Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе килӗшӳллӗн 2019 çула пирӗн çӗршывра Театр çулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Сцена ӗçченӗсен кӑна мар, куракансен çулталӑкӗ те вӑл.
«Пӗтӗм тӗнче театр, эпир унта – актёрсем», - тенӗ В. Шекспир. Театрӑн вӑйӗпе пӗлтерӗшӗ калама çук пысӑк. Асамлӑхпа илем тӗнчи вӑл, пурнӑç тӗкӗрӗ. Шухӑша ярать, хуйха-суйха сирет, кӑмӑла çӗклет, шанчӑк парать, чун-чӗрере ырӑ та çепӗç туйӑмсем вӑратать.
Театр çулталӑкне халалласа Вӑрман Енӗш клубӗнче стенд йӗркелерӗç. «Енӗшсем» театр ушкӑнӗн ӗç-хӗлӗпе паллаштаракан сӑн ӳкерчӗксем вырӑн тупрӗç унта.
Пултаруллӑ ушкӑна Н. Артемьев культура ӗçченӗ ертсе пырать. Халӑхран тухнӑ артистсем ял-йыша та, кӳршӗсене те тӗрлӗ шӳт-кулӑшпа, спектакльсемпе савӑнтараççӗ. Республикӑра тата районта иртекен конкурссене тӑтӑшах хутшӑнаççӗ.
Ямашевский территориальный отдел