14:31 01 января 2019 г.
Сип-симӗс чӑрӑш, Хӗл мучи,
Асамлӑ Çӗнӗ çул.
Телейлӗ çул сунать мучи,
Юрла та савӑн, кул.
Юрласа-ташласа, выляса-кулса кӗтсе илчӗç Сысна çулне енӗшсем. Капӑр тумлӑ Хӗллепе Юр кӗлетке, вӗри чунлӑ джигитсем, пурне те пӗлекен чикан майрисемпе Ашапатман карчӑксем, юмахри чӗр чунсем уява илем кӳчӗç. Сӑпанипе Пӑлаки тата Петрович ял халӑхне шӳтсемпе савӑнтарчӗç. Ырӑ кӑмӑллӑ Карлсон,пылак юратаканскер, кашнинех тутлӑ çимӗçпе хӑналарӗ.
Хӗл мучипе Юр пике сӑйлавӗсене уйрӑмах чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗ ял-йыш. Хутаçри кучченеçсем кӗçех хӑйсен хуçисене тупрӗç.
Çӗнӗ çул лотерейи те чылайлӑха асра юлӗ. Чи хаклӑ парнесене – автанпа кролика- Ивановсемпе Семеновсен çемйисем выляса илчӗç.
Савӑк кӑмӑл, çутӑ шухӑш-ӗмӗт парнелерӗ уяв Вӑрман Енӗшпе Пратьякас Енӗш çыннисене. Çӗнӗ çул ячӗпе, тӑванӑмӑрсем!
Ямашевский территориальный отдел