Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Конституции

08:06 12 декабря 2018 г.

Хаклă ентешсем!

Сире пурне те Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Конституци - пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ. Вăл пирĕн  Раççейĕн патшалăх тытăмне, обществăри йĕркелĕхе çирĕплетме пулăшать, граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлет.

Пирĕн çĕршывăмăрăн пуласлăхĕпе çирĕплĕхĕ, хаклă çыннăмăрсем, пирĕнтен хамăртан килет. Эпир хамăрăн ĕç вырăнĕнче чунтан тăрăшса ĕçлесен, ÿсĕмсем те пулĕç. Вара хамăрăн район кăна мар, республика, çĕршывăмăр та  вăйлансах, пуянлансах пырĕ.  Эппин, малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесчĕ, йĕркеллĕ пурăнасчĕ. Тĕрĕслĕх пуриншĕн те малти вырăнта пултăр.  Пирĕнтен кашниех патшалăх хăйне хÿтĕленине, пулăшнине туйса тăтăр.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика