15:41 01 июня 2018 г.

Фермерсен йышне пĕлтĕр кĕнĕ Енĕш Нăрвашри Валерий Никитин. Хуçалăхра сăвакан икĕ ĕне, 3 вăкăр, пăру. ХФХ ертÿçи выльăх йышне ÿстересси çинчен пĕлтерчĕ. Çĕр лаптăкĕпе те усă кураççĕ хуçалăхра.
Ачаранах тĕрлĕ ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ Валерий чылай професси ĕç-хĕлне пултарать. “Хурçă утпа” ĕçленине те куратăн ăна. Ялти нумай çамрăк пекех, стройкăра темиçе специальноç алла илнĕ. Хальлĕхе хуçалăхăн икĕ трактор, тĕрлĕ агрегат пур. Парка пуянлатасси те умри тĕп тĕллевсен шутĕнчех.
Тăрăшулăхне кура Енĕш Нăрваш ял администрацийĕ Валерий Алексеевичпа хĕл кунĕсенче çулсене пăхса тăрассипе килĕшÿ тунăччĕ. Ял çыннисем çул-йĕре вăхăтра хырса тăнипе кăмăллă пулнă.
Никитинсен çемйинче пĕл-тĕр ача çуралнă. Мăшăрсем ялтах тĕпленсе пурăнасшăн. Енĕш Нăрвашра пулас çуртăн никĕсне янă ĕнтĕ. Патшалăх яллă вырăнта ĕçлекен çемьесене, çамрăк специалистсене пурăнмалли условисене лайăхлатма чылай пулăшу парать. Ятарлă программăсем те ĕçлеççĕ ку тĕлĕшпе. Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун умĕн район администрацийĕнче савăнăçлă лару-тăрура Никитинсен çемйине кил-çурт çавăрма пулăшса свидетельство панă. Паллах, пысăк савăнăç пулчĕ çакă Валерий Алексеевичпа Диана Вячеславнашăн. Пысăк тав сăмахĕсем каларĕç вĕсем ертÿçĕсен ячĕпе. Укçи-тенкине федераци, республика, район бюджетĕнчен уйăрнă.
Яншихово-Норвашский территориальный отдел
Первоисточник: газета «Ял ecченe»