Библиотечные учреждения АУ "МФКЦ" Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи кунĕ

10:18 25 апреля 2017 г.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун. Чăваш Республикинчи кашни учрежденире çак уява паллă тăваççĕ. Хĕрлĕ Чутайри тĕп библиотекăра та кашни çулах чăваш чĕлхи эрни иртет. Паянхи уява вулавăша Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекенсем килсе çитрĕç. Чăваш чĕлхи çинчен каланă сăвă йĕркисемпе уяв каçне тĕп библиотекарь Елена Чубайкина уçрĕ. Вăл «Чăваш чĕлхи: аваллăхран малашлăха» кĕнекесен куравĕпе паллаштарчĕ. Кĕнеке çÿлĕкĕсем çинче тĕрлĕрен чăваш чĕлхи çинчен кăларнă  кĕнекесемпе, чăваш чĕлхине тĕпчекенсемпе, словарьсемпе паллашма пулать. Çавăн пекех уйрăммăн И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне илсе кăтартнă. Ачасем электронлă алфавит çулçÿревĕ витĕр тухрĕç. Тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравларĕç. Уяв каçĕ пурне те килĕшрĕ.

Библиотечные учреждения автономного учреждения "Многофункциональный культурный центр" Красночетайского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи, пл. Победы, д.9
Телефон: 8(83551)2-13-51, 8(83551)2-11-71
Факс: 8(83551)2-11-71
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика