Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 14:50_Телей тени мĕн тени?

00:00 09 марта 2011 г.

14:50_Телей тени мĕн тени?

Телей тени çумра савнă мăшăр пулни,
Кил-çурт тулли ача-пăча сасси пулни.


       Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан Арталионпа Валентина Ловкинсем пилĕк  ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем иккĕшĕ те  нумай çул хушши фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пилĕк ывăлтан иккĕшĕ ялта пурăнаççĕ. Валентинăпа Арталион  паянхи кун та ачисемшĕн чунне пама хатĕр.
      Аслă Çăварни кунĕ  ялта тĕпленнĕ Анатолий  ывăлĕ ςĕнĕ ςурт ĕçкине пĕтĕм тăванне  пуçтарчĕ. Çăмăлах мар хальхи вăхăтра çурт çĕклеме.   
      Çапах та патшалăх ялти çамрăк çемьесене пулăшас тĕллевпе  «Çамрăк çемье» программа çирĕплетрĕ. Шăпах çак программă пулăшăвне тивĕçрĕç те  ĕнтĕ Ловкинсем.  . Çемье пуçĕ, Анатолий, ООО  « Слава картофелю - Яльчики» агрофирмăра вăй хурать. Кирек мĕнле ĕç хушсан та вăл ÿркенсе тăмасть. Мăшăрĕ – Наталья, хальхи вăхăтра килте  икĕ ывăлне, Артемпа Ивана,  сывлăхлă ÿстерессишĕн тăрăшать.
      Тăрăшуллă ςамрăксем алла усса лармаςςĕ. Картиш тулли выльăх -чĕрлĕх  ĕрчетме те ĕмĕтленет çамрăк мăшăр.
      -«Çамрăк çемье» программă ĕçлени пурнăçа пысăк çăмăллăх кÿчĕ. Пире ăнланса пулăшнăшăн,  программăпа ялсенче те анлă усă курма май туса панăшăн, çамрăк çемьесене хавхалантарса пынăшăн район пуçлăхне Н.П.Миллина, ООО «Агрофирма «Слава картофелю -Яльчики» тĕп  директорне Х.С. Идиатуллина, Çирĕклĕ Шăхаль  ял тăрахĕн пуçлăхне  Л.А. Кошкина тата ыттисене те чĕререн тав тăватпăр, - кăмăллăн  пĕлтереççĕ Ловкинсем.
    «Çамрăк çемье» программăпа пирĕн ялти Алексеевсем те хăтлă кил-çурт хăпартса лартма пултарчĕç. Вĕсем те çитес кунсенчех хăйсен тăванĕсене,кÿрши – аршисене пысăк кĕрекене пухса чыслĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика