отдел ЦЗН «Янтиковский»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 

Новости » Мучара пырса кĕме те кăмăллă

00:00 14 мая 2010 г.

В.ЛАВРОВА. Мучар ялĕ.
Тавралăха тирпей-илем кÿме мучарсем те çуллен хастар хутшăнаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Шакшина ертсе пынипе (çак ĕçсене районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракансене те явăçтарнă) урамсене, çырмасене çÿп-çапран, кивĕ курăкран тасатрĕç. Çÿп-çапа тракторпа уйрăм вырăна турттарса тухрĕç.
Çăлран инçе мар, Е.Н.Филиппов кил хуçалăхне хирĕç çырма хăякне тасатнă хыççăн, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа 65 тĕп çамрăк чăрăш лартса хăварнă. Çамрăк хунавсене Евгений Николаевич хăй илсе килнĕ. Унăн ашшĕ Николай Филиппов вăрçăран инвалид пулса таврăннă, халĕ çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Тен, ашшĕне асра тытса та ывăлне çамрăк чăрăшсем лартса ÿстерес шухăш пырса кĕнĕ. Халĕ вĕсене шыв сапса тăраççĕ. Епле те пулса выльăхсем сиенлесрен çеç хÿтĕлесе хăварасчĕ.
Культура çурчĕ умĕнчи çуллахи сценăна йĕркене кĕртнĕ. Çавăн пекех шкул, садик территорийĕсене, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк тавра шăлса çÿп-çапа пуçтарнă, палăка сăрласа илемлетнĕ. Шкул пахчинчи чечек клумбисене çĕнетнĕ. Пур çĕрте те тирпейлĕ алăсем тĕкĕнни сисĕнет. Нумайăшĕ масар çине çитсе тăванĕсен вилтăприйĕсене йĕркене кĕртме ĕлкĕрнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика