Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслӑ Чурачӑкри культура ҫуртӗнче паллă ентешсене халалланă çулталăк уҫӑлчě

10:29 19 января 2022 г.

2022 çул - Чăваш Республикинче паллă ентешсене халалланă çулталăк. Кашни кěтес хăйěн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Комбайнер-и вăл, бухгалтер–и, вěрентекен-и, сутуçă-и, поэт-и… Тěрлě профессинче палăраççě вěсем. Пирěн тăван енре те çакăн пек çынсем пур паллах.

Вӗсенчен пӗрне, Чернов Иван Иосифовича халалласа Аслӑ Чурачӑкри культура ҫуртӗнче «АСĂНУ КАÇĚ» иртрě. Аслă Чурачăк ялěнче ҫуралса ӳснӗ, тӑван шкулшӑн, ял тӑрӑхӗшӗн тата тӑван колхозшӑн чунне парса ӗҫленӗ ентешӗмӗре чысласа ҫулталӑка уҫрӑмӑр. Чернов И.И. пурăннă пулсассăн, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 90 çулхи юбилейне паллă тунă пулěччě.
Районтан килнě хăнасем, пěрле ěçленě юлташěсем, ҫывӑх ҫыннисем куракансене нумай аса илÿ саманчӗсемпе паллаштарчěç.
Асӑну каҫне ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗ, шкулта вӗренекенсем, ялти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ушкӑн тата та пуянлатрӗҫ. Аслă Чурачăк ял библиотеки хатěрленě «2022 çул – паллă ентешсен çулталăкě» выставка та пурне те кăмăла кайрě.
Чернов И.И. ӗҫленӗ колхоз правлени ҫурчӗ ҫинче унӑн ячӗпе «Хисеп хӑми» уҫрӗҫ.
                             Çынсем каяççě инçете
                             Пиртен ыйтмасăрах.
                             Вěсен хисеплě ячěсем
                             Юлаççě асăмрах.
Иван Иосифович пирěнпе çук пулин те унăн ěçěсем пурăнаççě.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика