Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Çĕрпýл вулвăшĕнче Евгений Антонович Фёдоров композитора аса илсе краеведени сехечĕ иртрĕ

15:48 12 января 2022 г.

2022 – мĕш  çула Олег Николаев Указĕпе килĕшýллĕн Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май Аслă Çĕрпýл  вулвăшĕнче  хамăрăн ентешĕмĕре, чаплăран та чаплă композитора Евгений Антонович Фёдорова аса илсе краеведени сехечĕ иртрĕ.

Хăрпăла енĕ мухтавлă ентешсемпе питĕ пуян. Вĕсенчен пĕри Фёдоров Е. А. Ăна хăйĕн çуралнă тăван вырăнĕ, чăнласах та, асамлă сăпкара сиктерсе ýстерсе, ансат мар пурнăç çулĕçинче çирĕп утăмсемпе утса тухма вăй – хăват, ырă кăмăлпа тараватлăх, композитор талантне панă пулĕ.

Краеведени сехечĕнече библиотекарь Галина Родионова  кĕскен Федоров Е. А. пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Чăваш Енри паллă композитор  1936 – мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 3 – мĕшĕнче Аслă Çĕрпýел ялĕнче кун çути курнă. Унăн ашшĕ, Федоров Антон Фёдорович,  Аслă Аттелĕх вăрçинче 1942 çулта пуçне хунă. Амăшĕ, Фёдорова Татьяна Кононовна ырми – канми колхозра ĕçлесе ачисене ура çине тăратма тăрăшнă.

Пĕчĕк Еня 1943 – мĕш çулта Аслă Çĕпýелти пуçламăш шкулĕнче вĕренме пуçлать. !947 – 1950 –мĕш çулсенче Кĕçĕн Çĕрпýлĕн çичĕ класлă шкулне вĕренсе пĕтерет. Вăл шкула кайичченех тĕрлĕ сасăсем итлеме юратнă. Ăна пахчара шăпчăк юрлани те, çил çинчи ыраш пусси чýхенсе шавлани те канăç паман. Купăс сассине илтсен вара вăл каçса кайсах савăннă. Çичĕ çултах Евгений хăй тĕллĕн хут купăс калама вĕреннĕ. Шкула çýреме пуçласан концертсене ертсе пынă, кýршĕ ялсене тухса çýренĕ.

1959 – мĕш çулта пулас композитор Фёдоров Е. А.  «Красный Октябрь» колхозра ĕçлеме пуçлать. Çав çулах вăл  Кĕçĕн Çĕрпýлĕн каçхи шкулне вĕренме кĕрет. Купăс лайăх каланине кура ăна музыка учительне ĕçлеме илеççĕ. 1960 – 1963 – мĕш çулсенче Çĕрпýри баянист – хоровиксен курсĕнче вĕренет. Каçал  районĕнче культура пайĕнче тăрăшуллă та ăнкаруллă ачана хăвăрт асăрхаççĕ. Пултаруллă каччăна  Каçалти клубра илемлĕх ертýçи пулса ĕçлеме шанаççĕ.. 1963 – 1964 – мĕш çулсенче Хусанти ПТУ- ра вĕренет. Çавăнтан пуçласа вара малаллахи пурнăçĕ унăн яланлăхах музыкăкăн асамлă тĕнчипе тачă çыхăннă.

Федоров Е.А.  Шуршăлти халăх хорĕн илемлĕх ертýçи, музыка учителĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Химиксен Культура керменĕнче хормейстер, илемлĕх ертýçи пулса ĕçлет.

Евгений Фёдоров хăйĕн професси шайне тата тавра курăмне ýстерес шутпа Мускаври  Н. Крупская ячĕллĕ искусство университетĕнче баянпа, чăваш халăхĕн музыка инструменчĕсемпе маçтăрла выляма хăнăхнă.. 1995 – мĕш çулта Фёдорова  Е. А.  чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ ят параççĕ.

Чаплă композитăрăн Фёдоров Е. А. кун – çути курнă кĕнекисем:

1)      «Тýпене тĕрлнĕ шуçăм»

2)      «Хăрпăла кĕввисем»

3)      «Турат шĕлтĕртетĕвĕ»

4)      «Аса илĕр мана»

Е. А. Фёдоров хăй кĕвĕленĕ юррисене халăха, Аслă Çĕрпýел тăрăхĕнчи тавралăха, атте – аннене, ял – йыша халалланă.  « Манăн юррăмсене итлесе тăван тавралăха, атте – анне, ял – йыша аса илĕр… Куç умне савăнăçлă кунсем тухса тăчăр, таса та илемлĕ юрату аса килтĕр», тенĕ вăл.

Евгений Антонович Фёдоров 2011 çулхи çурла уйăхĕн 10 – мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Анчах та унăн асамлă кĕввисем яланах пирĕн асăмра пулĕç, эпир ăна аса илсе унăн кĕввисене итлесе киленсех тăрăпăр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика