Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уяв «Тӑван чӗлхе-чӑваш чӗлхи»: Дубовская сельская библиотека

11:30 26 апреля 2021 г.

Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать.

Кашни çул,  ака уйăхĕн 25-мӗшĕнче Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр. Çак чаплă уява И.Я.Яковлев çуралнă кунĕнче палăртма пуçланăранпа кăçал 29 çул çитрĕ, ăна  1992 çултанпа паллă тăватпăр. Иван Яковлевич Яковлев ятне Чăваш Енпе Раççейре кăна мар, ют çĕршывсенче те асра тытаççĕ.

И.Я.Яковлев чăваш халăхне питĕ юратнă, тăван халăхшăн калама çук нумай ĕç туса хăварнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем:  çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелени, чăваш букварьне кăларни, шкулсем уçса вĕсенче чăваш ачисене вĕрентни, чăваш учителĕсем хатĕрлени. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйĕн «Чăваш халăхне панă халалĕнче»: «Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те ак манăн мĕн пур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ», - тесе çырса хăварнă.

Дубовка ял библиотекинче «Алӑ ӑсти  » кружокне ҫурекенсем Иван Яковлевича сума суса, ăна асăнса Чăваш чĕлхи кунне уявлама пухăнчĕç.  Уява пухăннисене библиотекарь Волкова Т.  И.Я.Яковлевăн ача чухнехи йывăр пурнăçĕ çинчен каласа пачӗ, малалла, чăваш тумӗ тăхăннăскерсем,    чăвашла юрларĕç, сăвăсем вуларĕç, кӗнекисемпе паллашрӗҫ.

Уява ертсе пыракан пурне те чĕнсе çапла каларĕ: «Юнпа çеç мар, чунпа та чăваш пулар, аттепе анне чĕлхине манар мар! Чӑваш чӗлхи чи  çепĕç те илемлĕ чĕлхе кашни кун янратăр!».

 Мероприятие ҫутанталӑкпа килленсе вӑрман уҫланкинче  пурте пĕрле  «Илемлĕ , илемлӗ » юрăпа вĕçлерĕç.

Чăваш чĕлхи кунне халалланă кĕнеке куравĕпе  пурте  килсе паллашма пултараҫҫӗ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика