Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пин чĕлхерен чи çепĕççи!: Н. Тимерчеевская сельская библиотека

10:49 26 апреля 2021 г.

Ака уйăхĕн 25- мĕшĕнче пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ Чăваш чĕлхи кунне уявлать. Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И.Я.Яковлев çуралнă.

Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.

Пурнăçра - анне пĕрре, тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси – пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вал. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Анат Тимĕрчкасси ял библиотеки ялти культура çурчĕпе пĕрле «Пин чĕлхерен чи çепĕççи» - литература каçне ирттерчĕ. Пуçламăш тата вăтам класра вĕренекенсемпе И.Я.Яковлев калавĕсемпе, «Халалĕпе» тишкерÿ ирттертĕмĕр, Аслă верентекенĕмĕрĕн кун-çулĕ çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллашрăмăр. Çавăнпекех «Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» кĕнеке куравĕпе паллашрăмăр.Кĕнеке куравĕпе пĕрлех чăваш халăхĕн çи-пуçĕпе, кĕпе-тумтирĕпе паллашрăмăр. Уяв хаваслă иртрĕ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика