Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Пирĕн çыруллă культурăн çулĕ-йĕрĕ»: Асанкасси ял библиотеки

15:58 23 апреля 2021 г.

                                                Савар, мухтар, чĕлхемĕре,

                                                Ăна усрар чыс- хисепре.

 Ака уйăхěн 23-мěшěнче Асанкасси ял библиотекинче «Пирĕн çыруллă культурăн çулĕ-йĕрĕ» ятпа уяв каҫě иртрě. Уява кěҫěн классра вěренекенсем, шкул ҫумěнчи «Солнышко» ача садне ҫӳрекенсемпе вěрентекенсем хутшăнчěҫ.  Вулавăшра пухăннисем уяв каҫне чăваш чĕлхи кунне, Иван Яковлевич Яковлев ҫěнě чăваш  алфавитне тунăранпа 150 ҫул, «Чăваш халăхне» халала ҫырнăранпа 100 ҫул ҫитнине халалларěҫ.  Ҫак уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 29 ҫул ҫитрӗ. Ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. Чăваш чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Вăл пуян, илемлĕ, янăравлă та çепĕç.

Уява вулавăш ертӳçи Надежда Козлова тăван чăваш чĕлхине халалланă илемлě сăвă йěркипе уçрě, унăн пуянлăхěпе илемě çинчен, унăн тасалăхне упрамалли çинчен каларě. Пухăннисене И.Я.Яковлев аслă патриархăмăр кун-çулěпе, ěçěсемпе паллаштарчě. Кěçěн классене вěрентекен Тамара Салаева  И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» панă халалпа тěплěн паллаштарчě, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхě мěнле пулса кайнине тишкерчě. «И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, уншăн нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем çаксем: ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, пĕрремĕш чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни тата чӑваш учителӗсем хатӗрлени», - терě вăл. Аслă патриархăмăра асăнса, сума суса,  чăваш чĕлхине юратса ачасем илемлě юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç.

 «Тǎван чĕлхе – атте-анне чĕлхи. Ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те улǎштараймĕ. И.Я.Яковлев халалĕсене асра тытса пурǎнас. Чǎваш халǎхĕ пурǎннǎ чухне унǎн чĕлхи те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пулě», - палăртрěç пухăннисем.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика