Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Литература сехечĕ «Юхма Мишши- халǎх çыравçи» Дубовкӑри ял библиотекинче

15:18 09 апреля 2021 г.

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Юхма Мишши çуралнăранпа 85 çул çитет. Çавна май поэтăмăра сума суса Дубовкӑри  ял библиотекинче "Юхма Мишши - халǎх çыравçи "ятпа литература сехечĕ иртрĕ.
Юхма Мишши (Ильин Михаил Николаевич) Чăваш Республикинчи Патăрьел районне кĕрекен Сăкăт ялĕнче 1936-мĕш çулхи ака уйăхĕн 10- мĕшĕнче çуралнă. Вăл чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ. Чăваш,Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Юхма Мишши пурĕ 200 ытла кĕнеке кăларнă. Паллăраххисем: "Çăлтăрсем чĕнеççĕ", "Мускав çулĕ", "Эльпи чечекĕсем", "Кăвак çĕмрен", "Авалхи чăвашсем", "Шурă кашкăр эткерĕ", "Шарал", "Кункăш – вилĕмсĕр кайăк". Унăн хайлавĕсене 100 ытла чĕлхене куçарнă.
Çыравçă сăввисенче Тăван çĕршыв, тăван тавралăх, халăх шăпи, йăли-йĕрки, чăваш чĕлхи, халăхсен туслăхĕ, юрату çинчен çырать.
Унтан Дубовкӑри ял библиотекинче  библиотекарĕ Волкова Т.  Юхма Мишшин кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Çыравçăн хайлавĕсем тăван чĕлхене, тăван халăха хисеплеме, çут çанталăка, тавралăха юратма, упрама вĕрентеççĕ. Вулакансем валли библиотекӑра кӗнеке  выставки  йеркеленӗ «Юхма Мишши –чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи»  выставка  ҫинче  кашни вулакан хӑйне килӗшекен кӗнеке илсе   вулама  пултараҫҫӗ .

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика