08:33 07 апреля 2021 г.
Юлашки вãхãтра Чãваш кèнеке издательствинче хайлавсен пуххи чылай тухрè. Çакã харãсах тèрлè çыравçãн пултарулãхèпе паллашма, кашнин хãйне евèрлèхне асãрхама, вãхãта кãсãклã та усãллã ирттерме май парать вулакана. Вулавãш çèнè кèнекесемпе пуянланни вара чãн- чãн уяв пек туйãнать.
2020 çулта Эльпуç ял вулавãшè те çèнè кèнекесемпе пуянланчè. Аслã классенче вèренекенсем валли пèлтèр çамрãк çыравçãсен «Кèтмен юрату» кèнеки кун курнãччè, вãтам шкул ÿсèмèнчи ачасем валли «Пирèшти патне янã çыру», кèçèннисем валли «Çèршывãмçãм, Чãваш çèршывè. Чувашия родная» çитрèç. Хèрарãмсем валли калãпланã «Инкеклè телей» ятлã кèнеке те вулавãшра вулакана тупрè.
Паллах, тèп хуламãртан инçетре вырнаçнã ял вулавãшне, анчахрах кун çути курнã чãваш кèнеки кèске хушãрах вулаканпа туслашни савãнтарать.
Паянхи кун вулавãшра литературãллã Чãваш Ен: чи лайãх вуланакан кèнеке фестиваль-конкурс пèтèмлетèвè пырать.
- «Чи вуланакан кĕнеке» - «Самая читаемая книга»;
- «Чи вуланакан ача-пăча кĕнеки» - «Самая читаемая детская книга»;
- «ÿнерçĕ хаклавĕ» - «Лучшая книга глазами художников»;
- «Тĕпчевçĕ хаклавĕ» - «Лучшая книга глазами литературных критиков»;
- «Кĕнекепе туслашмалли вулавăшри çĕнĕлĕхсем» - «Библиотечный креатив в продвижении книги» (самое интересное библиотечное мероприятие)
Вулакансем çак номинацисенче хутшãнса, сасãласа çèнтерÿçèсене тупса палãртма пулãшèç.
Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики