11:51 25 апреля 2019 г.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă.
Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать
Пурнăçра – анне пĕрре, тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл . «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.
Чăваш чĕлхи кунне халалласа Анат Тимĕрчкасси ял библиотекинче «Пин чĕлхерен чи çепĕççи» - литература каçĕ иртрĕ. Пуçламăш тата вăтам класра вĕренекенсемпе И.Я.Яковлев калавĕсемпе, «Халалĕпе» тишкерÿ ирттертĕмĕр, Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн кун-çулĕ çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллашрамăр. Çавăнпекех «Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» кĕнеке куравĕпе паллашрăмăр.
Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики