Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Районăн администраци çуртĕнче ÿнер ăстин Василий Софронович Васильевăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ

14:24 14 сентября 2018 г.

  Районăн  80 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленнĕ май районăн администраци çуртĕнче ÿнер ăстин Василий Софронович Васильевăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ.

  Ÿнер ăсти Елчĕк районĕнчи Çуткÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ пулин те, кун-çул шăпи ăна çак çулсем тăршшĕпех Каçал тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнма пÿрнĕ.

  Курава тăратнă ÿкерчĕксен пуххинче Каçал ен тăрăхне, çулталăкăн тĕрлĕ тапхăрĕсене, илемлĕ чечексене сăнарлани нумай. Ÿкерчĕксенче авторăн хăйнеевĕрлĕхĕ палăрса тăрать. Савăнăçра та, хурлăхра та – тĕрлĕ кунра ÿкернĕ вĕсене.

  Пархатарлă та ятлă-сумлă ĕçĕшĕн «Чăваш Распубликин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ В.С.Васильевăн ĕç биографийĕ анлă та пуян. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен патшалăх педагогика институтĕнче художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вăл Комсомольски районĕнчи Хирт Явăш ялĕнчи шкулта рисовани, черчени, ĕç урокĕсене ертсе пынă. Ун хыççăн нумай çул хушши культура пайĕн ертÿçи пулса тăрăшнă, çак тапхăрта музей уçма, район энциклопедине хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннă.

  Халĕ те пушă лармасть культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Творчествăллă ăста çын шухăша тем тĕрлĕ вĕçтерме пĕлет. Ĕмĕт тĕллевĕсем унăн питĕ пысăк. Район юбилейне хатĕрленсе ÿнерçĕсемпе пленэр ирттерет. Шăпах унта Каçал тăрăхĕн чи илемлĕ те пуян вырăнĕсене сăнласа парĕç.   Унăн ăсталăхĕ иксĕлми пулни ÿкерчĕксенче тÿрремĕнех курăнать. Еплерех чуна çывăх вĕсем. Вĕсемпе паллашас текенсене вара курава çитсе курма сĕнетпĕр. Чи илемлĕ  ĕçсене шăпах унта пуçтарнă. Василий Софронович пире малашне те чуна пырса тивекен ÿкерчĕксемпе савăнтарассинче иккĕленÿ çук паллах.  Ÿкерчĕксем шăпах район 80 çулхи юбилейĕ тĕлне пулĕç.   

    

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика