Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче Кашкарова Ольга Алексеевнăн «Асанне арчинчен» ятпа курав уçăлчĕ

08:56 05 декабря 2017 г.

    Кашкарова О. А. 1948 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1956 çулта пуçламăш шкула вĕренме каять. 9-10 –мĕш классене Кипеçри вăтам шкулта вĕренет. «Хĕл кунĕсенче интернатра пурăнаттăмăр, вырсарни кунсенче  киле каяттăмăр»,-каласа парать Ульха аппа.         

   1966 çулта (шкул хыççăнах) ялти ĕне фермине дояркăна вырнаçать.  1969-1973 çулсенче Вăрнарти ялхуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсе агроном профессине алла илет. Çав хушăрах Мускавра куçăн мар майпа «Цветовод-озеленительсен» курсне пĕтереть.

    1973 çулта Кашкаров Владимир Аркадьевичпа    çемье çавăраççĕ.  Мăшăрĕпе пĕрле тăватă  ача ÿстерсе çитĕнтереççĕ, ура çине тăратаççĕ. 1983 çултан пуçласа мĕн пенсие кайиченех Ольга Алексеевна садикре ĕçлет. Халĕ мăшăр пенсире, килти хуçалăха çирĕп тытса пыраççĕ.

   Ольга Алексеевна мĕн пĕчĕкрен  амăшĕн пултарулăхне курса ÿснĕ.  Тĕрлеме, тĕртме, çыхма, кĕпесем çĕлеме паянхи кунччен те пултарать. Куравра Ольга Алексеевнăн, унăн амашĕн, кукамăшĕн арчара упранса  юлнă  алă ĕçĕсем.

   Ольга Алексеевнăна саламласа Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем (художество ертÿçи Михайлов В.П.) илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, районти централизаци библиотекисен ертÿçи Ядрова И.П. тав хучĕ парса хавхалантарчĕ. Курава уçма килнĕ Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕн 9 класс ачисем (ертÿçисем Жукова С.А., Гордеев В.Г.) кăмăллă юлчĕç. Курав раштав уйăхĕ вĕçлениччен пулать, пурне те килсе курма  йыхравлатпăр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика