15:43 28 октября 2017 г.
«Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗн курав залӗнче Екатерина Ваксильевна Антоновӑн тата хӑй вӗрентекен ачисен ӗҫӗсен куравӗ «Творческая бессонница» ятпа уҫӑлчӗ.
Екатерина Васильевнӑн уйрӑм куравӗ пирӗн музейра пӗрремӗш хут мар. 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, Катя искусство шкулӗнче вӗреннӗ чухне, «Прекрасное в обыденном» ятпа уҫнӑччӗ. Халӗ Екатерина Васильевна Кӗҫӗн Ҫӗрпӱел вӑтам шкулӗнче рисованипе технологи учителӗ. Хальхи вӑхӑтра чылай ҫамрӑк аслӑ пӗлӱ илнӗ хыҫҫӑн хулара тӗпленсе пурӑнма кӑмӑллать. Катьӑн чунӗ вара тӑван тӑрӑхах туртать, ӗҫ вырӑнӗ тупса хӑй вӗреннӗ шкултах тӑрӑшать.
Е.В.Антоновӑна саламласа Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, вӗрентӱ пайӗн ертӱҫи Н.А.Петрова, искусство шкулӗн директорӗ Ф.А.Гибатдинов, Кӗҫӗн Ҫӗрпӱел вӑтам шкулӗн директорӗ С.В.Антонова, централизаци библиотекисен ертӱҫи И.П.Ядрова тата ытти курма килнӗ хӑнасем нумай ӑша сӑмах каларӗҫ.
Куравпа паллашма пурне те район музейне чӗнетпӗр.
Фоторепортаж
Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики