Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш тĕрри — асамлă» — курав, Аслă Чемен ял библиотеки

16:30 30 ноября 2021 г.

      Аслă Чемен ял библиотекинче Чăваш тĕрри  кунне халалласа «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» ятпа курав йĕркеленĕ. Вулакансем чăвашсен асамлă  эрешĕсем çинчен каласа панине итленĕçемĕн Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленнĕ кĕнекесемпе те  интересленсе паллашрĕç. 

      Чăваш тĕрри – халăхăн мĕн авалтан упранса юлнă пуянлăхĕ. Вăл чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçне уçса паракан тупра шутланать, унăн вăрттăнлăхĕсене ăсчахсем паянхи кун та тĕпчеççĕ.  Куравра ытларах ялти хĕрарăмсен совечĕн активисчĕсен ĕçĕсем пулчĕç.   

      Аста алăллă хĕрарăм Лидия Никитина ял библиотекипе тачă çыхăнура.  Çичĕ тесетке урлă каснă пулсан та крючокпа çыхать, тĕрлет. «Чăвашсен пуянлăхе ытларах хушпу-теветре, сурпан çинче курăннă. Кашни сурпан та хăйне евĕрлĕ.  Çемçе те йăлтăркка çип эрешсене тата та пуянрах, селӗмрех кăтартнă та. Анчах та çакăн евĕр çипсене нумайăшĕ тупса илеймен . Асанне тĕртнĕ пир тăрăхĕсене паянхи кун та усратăп. Сурпанне (1900 çулсенче хатĕрленĕскер)  тĕрле концертсене хутшăннă чухне сыратăп. Чăваш халăхĕн авалтан упраннă пуянлăхне çутатса паракан хушпу-сурпанĕсене сырнă хĕрарăмсене уявсенче курсан çав тери чун хĕпĕртет.   Алăпа пурнăçланă кашни япала хаклă. Вĕсене çывăх çынсене парнелетĕп. Кил хушшинче нимĕнле çип те пусма татăк та   сая кайман.   Хушпу-тевет кăçалхи çул Волгоград тăрăхĕнче пурăнакан тăвансем валли хатĕрлерĕм, юлашки вăхăтра вĕтĕ шăрçапа тунă картинăсем интереслентереççĕ» чунри савăнăçне пытармасть  ал ĕç ăсти.

Библиотекăра йĕркеленĕ куравпа  асли те çамрăкки те кăмăлтанах паллашрĕç.

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика