14:33 15 октября 2021 г.
Кĕркунне хаваслă уявсемпе пуян. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче мĕн ĕлĕкрен Пукрав кунне паллă тăваççĕ. Çак куна иртсе пыракан илемлĕ вăхăта хисеплесе, çывхарса килекен хĕллене кĕтме хатĕрленсе çынсем хаваслăн ирттерме тăрăшаççĕ.
Ку сарă та хĕрлĕ çулçăллă тапхăра эпир пурте килĕштеретпĕр. Çавăнпах ĕнтĕ асамлă вăхăта хисеп туса Сителте «Ылтăн кĕркунне сапаларĕ хĕлхемне!» мероприяти пулчĕ. Çак уява кăçалхи черетлĕ пултарулăх тапхăрне уçнă ятпа тата ялта пурăнакан хĕрарăмсен кунне те халалларĕç.
Кĕркунне асамĕсене - ылтăн çулçăсен вĕл ташшине, вĕсен хитре те илемлĕ тĕсĕсене, çумăрăн çепĕç кĕввине – килĕштернĕрен мероприятие сителсем савăнсах хутшăнма хапăл турĕç. Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь йĕркеленĕ праçникре куракансем юрă-ташăпа савăнчĕç, кăсăклă конкурсенче пĕр-пĕринпе хаваспах тупăшрĕç. Маттур та пултаруллăскерсем кашни вăйăрах хăйсен правурлăхне кăтартса кирек хăш лару-тăрура та малта пулма пултарнине çирĕплетрĕç.
Уявра «Кĕр парни» курав та хатĕрленĕ. Унта ÿркенмен маттурсем хăйсен аллипе кĕрхи çимĕçсенчен, çулçăсенчен тата ытинсенчен те ăсталанă тĕлĕнтермĕш ĕçĕсене вырнаçтарнă. Çак илемсене пурте курса тĕлĕнчĕç.
Йĕркелÿçĕсем мероприятие хуштăннă хастарсене уявсемпе ăшшăн-ăшшăн саламласа кĕрхи кунсем пек тулăх та пуян кăмăлпа, çирĕп сывлăхпа пурăнма сунчĕç. Çапла яланах пĕрле савăнмашкăн вăй-хал, ырă туртăм пултăр терĕç.
--
Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики