Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Литература сехече. Сиделинский б/п

12:38 12 сентября 2021 г.

Кĕрхи сӑнсем чунра ҫуратаҫҫĕ ырӑ туйӑмсем.
Кĕрхи илем килет, ав, тĕнчене:
Сăрлаççĕ йывăçсем çулçисене,
Акать шур хурăн çĕр çине
Юрла-юрла сап-сарă ылтăнне.
Ҫапла кĕрхи кунсем хуҫаланаҫҫĕ таврара. Вĕсем хӑйĕн илемĕпе чуна йӑпатаҫҫĕ. Шӑпах ҫак кĕрхи капӑрлӑха савса Сител ялĕн культура ĕҫченĕсем «Кĕрхи сӑнсем» литература сехечĕ ирттерчĕҫ.
Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь ҫак мероприятине Пĕтĕм Раҫҫейри «Культураллӑ шӑматкун» акцине хутшӑнса йĕркелерĕҫ. Кунта тĕрлĕ ҫулхи шкул ачисем хаваспах пыма кӑмӑл турĕҫ. Вĕсем литература сехетĕнче вырӑссен тата чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисем кĕркуннене сӑнланӑ сӑввисемпе паллашрĕҫ. Чи килĕшнĕ произведенисене вуласа тата пӑхмасӑр каласа кӑтартрĕҫ.
Оксана Хомуткина библиотекарь ҫавӑн пекех уявра «Душа настроена на осень» ятарласа хатĕрленĕ кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ.
Кĕрхи культурӑллӑ шӑматкуна ачасем савӑнӑҫлӑн та хаваслӑн ирттерчĕҫ, тулли кӑмӑлпа саланчĕҫ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика