Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асӑну ҫутисем паттӑрсен асĕпе…Сиделинский б/п

16:00 22 июня 2021 г.

 80 ҫул каялла çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв çине хаяр тăшман сĕмсĕрле вăрçăпа тапăнса кĕнĕ. Çак кун халăхăмăршăн чи хăрушă пулнипе палăрса юлнă. Ара вăрçă кашни киле нуша кăтартнă, ăна пулах темиçе миллионшар çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пин-пин хуласемпе ялсем арканса вутра кĕлленнĕ.
  Çĕр-аннемĕр асаплăн чăтнă 1418 кунра фашистсене тĕп тăвас тесе паттăррăн çапăçнă салтаксен ячĕпе çулсерен çĕршывăмăр «асăну çутисем» акци ирттерет. Унта хăйсен юнĕпе çĕнтерĕве çывхартнă, анчах та ăна кĕтсе илеймен, çапăçу хирĕсенчех выртса юлнă паттăрсене аса илеççĕ, вĕсен умĕнче пуçсене тайса çуртасем çутаççĕ.
   Сителсем те çак ырă пулăмран айккинче тăрса юлмасăр палăк умне пуçтарăнчĕç. Вĕсем ялăмăртан мирлĕ пурнăçшăн кĕрешме тухса кайнă 143 салтакран каялла таврăнса тăван çĕрĕн таса сывлăшĕпе сывлайман, вăрçă хирĕнчех тăнăçлăхшăн çапăçса пуçĕсене хунă 79 ентешĕмĕрсене пуç тайса чыс турĕç. Кашнийĕшнех ятран палăртса çаксене тата ытти ял-хуларан хăрушă тăшмана пĕтерессишĕн пиртен уйрăлнă паттăрсене çуртасем çутса аса илчĕç. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсене хисеплесе ӗмĕрне те манмастпăр тесе тупа турĕҫ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика