Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Мĕн тери хавас ачалӑх" Сиделинский б/п

12:56 03 июня 2021 г.

Мĕн тери хавас ачалӑх
Ҫакӑ ҫутӑ тĕнчере.
Вӑйӑ-кулӑ, юрӑ-ташӑ
Шӑпӑрланӑн чĕринче.
​ ​ ​ ​ ​ ​ Чӑннипех ачалӑх вӑл – ҫунатлӑ ӗмӗт-шухăш, вӑйӑсемпе савӑнӑҫ тӗнчи. Ҫавӑн пекех вӗренӳ тата аталану вӑхӑчӗ. Пирӗн ачасем мӗн пӗчӗкрен ӑшӑлăхпа, юратупа киленсе ӳссен вĕсен малашлӑхӗ мӗнлерех пуласси палӑрать. Ҫак ырӑ туйӑмсене шӑпӑрлансене парнелес тесе аслисен тӑрӑшмалла.
​ ​ ​ ​ ​ Кашни пĕчĕк тусӑн ачалӑхĕ савӑнӑҫпа тултӑр тесе ҫулсерен Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна паллӑ тӑваҫҫĕ. Ҫак ятпа тата пĕчĕкскерсене хисеплесе, вĕсенче пирĕн малашлӑх пулнине шута илсе Сител ялĕнчи культура ĕҫченĕсем "Мĕн тери хавас ачалӑх" уяв ирттерчĕҫ. Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор йĕркеленĕ мероприятин программи тĕрлĕ енлипе ҫӳллĕ шайра пулчĕ, пурин кӑмӑлне тивĕҫтерчĕ.​
​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ Шкул ҫулне ҫитмен тата кĕҫĕн, вӑтам классенче ӑс​ пухакан ачасем уява йышлӑн пухӑнчĕҫ. Вĕсем тулли савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа сӑвӑсем каласа пĕр-пĕрне саламларĕҫ.​ Илемлĕ юрӑсемпе флешмоб ташласа киленчĕҫ. Унтан икĕ ушкӑна пайланса вӑйӑсене хаваспах хутшӑнчĕҫ. Кашнийĕшех кам еплерех маттур пулнине тепĕр хуччен кӑтарса ҫирĕплетрĕҫ.
​ ​ ​ ​ Шӑпӑрлансем вылянӑ-кулнӑ вӑхӑтра вулавӑшри ҫĕнĕ кĕнекесемпе те паллашрĕҫ. Каникул вӑхӑтĕнче вуламашкӑн килĕсене илсе те кайрĕҫ.
​ ​ ​ ​ ​ ​ Уяв ача паркĕнче вĕҫленчĕ. Унта пĕчĕк тусӑмӑрсем ятарласа вырнаҫтарнӑ карусель-чуччусемпе, велосипедсемпе тӑраниччен ярӑнчĕҫ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика