Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » В Большечеменевской сельской библиотеке проведен информацио- просвет час «Сăмахăм юратнă хаçатăм çинчен»

16:12 27 января 2021 г.

Республикăра чăвашла тухса тăракан хаçатсем хăйсен çавра çулĕсене паллă тăваççĕ. Çавна май Аслă Чемен ял библиотекин вулаканĕсем юратнă хаçатсен юбилейне халалласа йĕркеленĕ информаци сехетне   хутшăнчĕç. Мĕнлерех рубрикăсене  ытларах килĕштернине те, авторĕсене те асăнчĕç. Пĕр-пĕр номерте çывăх çынсем çинчен çырнă статьясем, е чуна пырса тивекен, шухăшлаттаркан материалсемпе паллашма ял çыннисем вулавăша пыраççĕ.  Елизавета Никифоровă па Елена Пузайкина «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа туслă. «Хыпар», «Советская Чувашия» хаçатсене, сăмахран, Василий Бахмисов ĕç ветеранĕ ытларах килĕштерет. «Мана саккунсем, хăтлăх, йĕрке хуралĕ, экологи çинчен хускатнă материалсем интереслентереççĕ. Мăшăр «Çамрăксен хаçатне», «Чăваш хĕрарăмне» вулама кăмăллать. Мăнуксем виççĕш те ача-пăча изданийĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çемьере пурин аллинче те хаçат-журнал пулнишĕн савăнатăп»- палăртать вăхăтĕнче администраци ертӳçи, каярах специалист пулса тăрăшнă  Василий Васильевич. «Маларах библиотекăра «Аргументы и факты»  хаçатпа  паллашма май килетчĕ те …. Тĕрлĕ çултисем валли ятарлă изданисем пур библиотекăра, куншăн  та тавах» - хăйĕн шухăшне палăртать  учитель-пенсионер Фролов Г.М.  Юлашки вăхăтра Аслă Чементи вăтам шкулта ăс пухакан ачасен статйисем те «Тантăш» хаçатра пичетленме пуçларĕç. Вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕ , шкул пурнăçĕ çинчен  хыпарлаççĕ . Библиотека вулаканĕ Маргарита Кошелева вара  «Тетте» журналпа туслă. Хăй ӳкерме юратнăран кăмăллать вăл çак журнала.  Ӳкерчĕкĕсем пичетленсен - савăнать, юлташĕсене те паллашма  сĕнет.

Библиотекăна кăçалхи çур çулта ачасемпе çамрăксем, аслă çулхисем валли те чылай  хаçат-журнал килсе тăрĕ.  Вулакансем  çырăнса панă мĕнпур изданисене кăмăлласах вулаççĕ, пĕр-пĕрне сĕнеççĕ, библиотекăна тавăрса париччен  темиçе çын та паллашма ĕлкĕрет. Куншăн эпир савăнатпăр çеç. 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика