Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Литературно- музыкальный вечер "Ах, Таня, Таня! Епле хÿхĕм пур çут тĕнче те çак самант!" а Сиделинском БП

16:37 26 января 2021 г.

«Чăн вырăс чунлăскер – Татьяна,

Хăй те пĕлмесĕр мĕншĕнне,

Раççей хĕлне пит кăмăлланă,

Ун вырăсла сив илемне…»

Çапла А. С. Пушкинăн хайлавĕнчи пике хĕл сиввине кăмăлланă. Татьяна сăмах питĕ илемлĕ те çепĕççĕн илтĕнет. Шăпах паян кăрлачăн 25-мĕшĕнче çак илемлĕ ятлă хĕрсен кунне паллă тăваççĕ. Ăна Çвяттуй Татианана хисеплесе уявлаççĕ. Сителти культура ĕçченĕсем те ку пулăма халалласа «Ах, Таня, Таня! Епле хÿхĕм пур çут тĕнче те çак самант» литературапа музыка каçĕ ирттерчĕç. Унта ялти Таньăсемпе ытти чипер хĕрсем хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем мероприятире сыхлав мелĕсемпе усă курчĕç. Литературапа музыка каçĕ Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь уявăн истрийĕпе, халăх хушшинче анлă сарăлнă йăлисемпе тата сăнлавĕсемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Унтан мероприятире вырăс тата чăваш классикĕсемпе çыравçисен Татьяна ятпа çыхăннă произведенийĕсем янăрарĕç. Вĕсемсĕр пуçне Танясене халалланă пурте пĕлекен юрăсем шăранчĕç.

Уйрăмах А. С Пушкинăн поэминчи Татьяна Онегин патне çырнă çырăвне, С. Н. Есенинăн сăввине, Петĕр Хусанкайăн произведенийĕн сыпăкĕсене вуланине кăмăлларĕç. Çавăн пекех Оксана Хомуткинапа Марина Выросова тата Татьяна Мамуткина «Карнавальная ночь» фильмри «Ах, Таня, Таня, Танечка » юрра юрланине пурте чунтан итлесе савăнчĕç. Унсăр пуçне кунта ачасем валли çырнă анлă сарăлнă хайлавсем пирки те манмарĕç. Вĕсене ялти пултаруллă артистсем питĕ интереслĕ каласа пама пултарчĕç. Малалла уяв хĕрсен илемлĕ ташшисемпе пуянланчĕ. Пултаруллӑскерсем тĕрлĕ хусканусем тума ӑстине курса пурте киленчĕҫ. Мероприяти пурте хавас кăмăлпа асăнмалăх сăн ÿкерĕннипе, кунта хутшăнма кăмăлланăскерсене тав тунипе, Татьянасемпе ыттисене уяв ячĕпе саламланипе вĕçленчĕ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика