09:14 14 января 2021 г.
Кивĕ-Çĕнĕ çулта юмăç ярар-и чăвашла?
Сурхури! Сурхури! Персе çитрĕ сурхури!
Ăна эсир куртăр-и? Алăк уçса кĕртрĕр-и?
Сурхури– чăвашсен авалхи уявĕ. Вăл Раштавран пуçланса Кăшарниччен тăсăлать. Сурхурире килтен-киле çÿресе тĕрлĕ тум тăхăннă аслисемпе ачасем кучченеç пухса çÿренĕ. Такмакласа ташласа кил хуçисене савăнтарнă.
Çак мĕн авалтан пыракан йăла-йĕркесене тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ. Камсем çветке, сурхури чупни теççĕ. Пирĕн ялта ăна камите тесе палăртаççĕ. Шăп сурхури йăли-йĕрки хальхи вăхăтра çак тапхăрпа тан килет.
Ку уява мĕн ĕлĕкрен пирĕн асатте-асаннесем анлăн паллă тунă. Йăла-йĕркене ламран лама упраса хăварас шухăшпа Сителти культура ĕçченĕсем «Кивĕ-Çĕнĕ çулта юмăç ярар-и чăвашла?» мероприяти йĕркелерĕç. Унта культура ĕçченĕсем пухăннисене Сурхури уявĕпе паллаштарчĕç. Çав вăхăта авал еплерех ирттернине паллаштарчĕç.
Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ тĕрлĕ тумтир тăхăнса урам тăрăх чупнисĕр пуçне сурхурире пĕр-пĕр киле пухăнса хĕрсемпе каччăсем юмăç янă. Çакăн пек туса вĕсем хăйсен шăпи еплерех килсе тухассине пĕлесшĕн çуннă. Çак пулăм пирĕн ялта та хăй вăхăтĕнче анлă сарӑлнă пулнă. Çавна шута илсе Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь унчченхине манăçа кăларас мар тесе мероприятие хутшăнма хапăл тунисене юмăç яртартарчĕç. Çавна май кашнинех хăйне шăпа мĕн парнелессине палăртрĕç. Унсăр пуçне хастарсем ĕлĕххи вăйăсене те выляса савăнчĕç.
Уява пуçтарăннисем Сурхури сăвви-юррине те пит аван пĕлеççĕ иккен. Çакна çирĕплетсе вĕсем нумайăшне хаваслăн шăрантарса пачĕç.
Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики