Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Николай Айзман - сцена кулăшĕн ăсти» литературный час в Б.Чеменевской с/б

12:33 25 декабря 2020 г.

Чăваш халăх писателĕ, драматургĕ, режиссерĕ Николай Айзман çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Ҫавна май Аслă Чемен ял библиотекинче пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа кĕнекепе статьясен куравĕ тăрăх калаçу ирттернĕ.

Николай Айзман Шупашкар районĕнчи Алькеш ялĕнче çуралнă. 4 çул шкулта вĕренсен ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшнă, ялти художествăлла пултарулăх ушкăнне йĕркелекенĕсенчен пĕри пулнă.1925 çулта музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Каярах Чăваш драмтеатрĕ çумĕнчи студине куçнă, аслă рольсенче выляма шаннă, режиссера та вĕреннĕ. Театрта 100 роль ытла калăпланă, 30 спектакль лартнă, 60 пьеса-камит çырнă. Николай Айзманăн пирвайхи пьеси «Йăмраллă ялта» (В деревне под ветлами). Паллăраххисем: «Савни савнине илет» (Кого люблю, за того выйду), «Кай, кай Ивана» (Выйди, выйди за Ивана), «Иван Новиков».

"Кай-кай Ивана» пьеса тăрăх калаçу пуçарсан чылай çул ялти драмкружока çуренĕ Мария Зотова çак камитпе сцена çине еплерех тухнине аса илчĕ, çемье архивĕнче упранакан сăнÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ. «.....Ку спектакль пирĕн репертуарта чи калăпашлисенчен пĕри пулчĕ. Кĕрхи-хĕллехи каçсенче драмкружока çурекенсем кашни кун пуçтарăнса сăмахĕсене те вĕренеттĕмĕр, декорацине те хатĕрлеттĕмĕр. Петр Фролов, Василий Башмаков, Григорий Ежов хайсен ролĕсене ăста вылянăччĕ. .. Пĕрре, çапла, асар-писер тăман тухса кайрĕ. Артистсем кая юлсан та çитмелли çĕре çитетпĕрех, теççĕ. Ҫул çинче асапланса Пашьел ялне палăртнă вăхăта çитеймерĕмĕр. Клуб тулли халăх пĕр сехете яхăн кĕтсе ларать пире. Ҫитрĕмĕр те - чылай япалана çул çинче ÿкерсе хăварнă иккен, хамăр кулатпăр, вылятпăр... Ҫак спектакльпе вара эпир чылай яла çитрĕмĕр, сивĕ çанталăка та пăхса тăман » -хĕрĕх çул каялла лартнă «Кай-кай Ивана» спектакль пирки ăшшăн аса илсе каласа пачĕ çичĕ библиотекăн хастар вулаканĕ Мария Зотова.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика